Уяв хаваслă иртрĕ
Шăмăршăри Культура керменĕ умне уява пухăнакансем кăмăлĕсене çĕклесе, иртнĕ вырсарни кун хĕвел хăйĕн пайăркисене шурă кавирсем çийĕн тараватлăн сапаларĕ. Шăпах 10 сехетре, тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе, хăмпăсемпе, чечексем ỹкернĕ картинăсемпе илемлетнĕ сцена çине пире ачалăхран хаклă юмахсенчи сăнарсем тухрĕç. Культура керменĕн ĕçченĕсем Çăварни уявне тата Хĕле ăсатнине сăнлакан театрализациленĕ представление тулли кăмăлпа, пысăк ăсталăхпа кăтартса пачĕç. Вĕсем çĕнĕ сцена костюмĕсемпе выляни райадминистраци культурăна тимлĕхре тытнине çирĕплетсе пачĕ. Представленире "Антонина" ташă ушкăнĕ яланхи пекех пултаруллăн ташларĕ. Тĕп площаде пухăннă халăха Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.К.Андронов уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăхпа тулли телей сунчĕ. Культура программине малалла тăсса, В.Павлов, А.Верьялов, А.Петрова, М.Федорова, Н.Баскакова, Т.Давыдова, Катьăпа Наташа Порфирьевасем, М.Шурякова, Е.Любимова, С.Хураськина солистсем, Культура керменĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ансамблĕ тата хĕрарăмсен "Дебют" ушкăнĕ уява килнисене çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ аттракционсем, вăйă-конкурссем, спорт ăмăртăвĕсем уява хăйне евĕр тĕссемпе илемлетрĕç. Канат туртассипе ачасем хушшинче "Орлята" команда (капитанĕ Веденеев), арçынсем хушшинче "Богатыри" (А.Охотников) мала тухрĕç. Алă вăйне виçессипе (армреслинг) Ф.Басыровпа А.Тимофеев, шалçа çине шакмак çапса тунă "урасемпе" утассипе А.Глазков, "автансен çапăçăвĕнче" тỹпелешессипе Н.Басыров, пĕчĕк çĕмренсене тĕл перессипе (дартс) А.Толстова çĕнтерчĕç. Кире пуканне çĕклессипе А.Еремеева никам та çитеймерĕ. 60 метрлă дистанцие чупассипе Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Г.Александров чи вăйли пулчĕ. 2-4 классем хушшинче йĕркеленĕ эстафетăра Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 4 "А" класри ачасем, 5-8 классем хушшинчи эстафетăра 7 "Б" класра вĕренекенсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ хмăп-ăхăюпа хитрелетнĕ, ухуплă çунасем кỹлнĕ лашасен хуçисем халăха катаччи чуптарса килентерчĕç. Уява килнисем сутăçсем сĕннĕ техĕмлĕ чей-кофепе, тутлă шашлăкпа, ытти çимĕçсемпе сăйланчĕç, тăванĕсемпе, тус-пĕлĕшсемпе калаçса савăнчĕç. Кĕскен каласан, уяв хаваслă иртрĕ.