Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăсем малтисен йышĕнче

Çĕпрел районĕнчи Саплăк ялĕнче иртнĕ сĕтелçи теннис турнирĕнчен пирĕн ентешсем малти вырăнсене йышăнса хаклă парнесемпе таврăннă. Хĕрарăмсен ушкăнĕнчи тупăшусенче малти виçĕ вырăна та Шăмăршă пикисем _ А.Корчакова, О.Герасимова, С.Моисеева _ çĕнсе илнĕ. 5-8 классем хушшинче Д.Иванов пурне те парăнтарса чи çỹллĕ картлашка çине хăпарнă. Вăйăсене В.Юдин предпринимателе асăнса йĕркеленĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 марта 2006
00:00
Поделиться