Пултаруллă педагог
Шкулта вĕреннĕ çулсенче Раиса Евстафьева ытларах математикăна килĕштернĕ. Çак предмет учителĕ пулас ĕмĕтпе, 1971 çулта Çĕмĕрле районĕнчи Саланчикри вăтам шкулта 8 класс пĕтерсен Шупашкарти физикăпа математика шкулне вĕренме кĕнĕ вăл. Шкул программине "5" паллăсемпе вĕçлесен Рая Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн математика уйрăмĕнче вĕренме пуçланă.
Ытти студентсемпе пĕрле Раиса Евстафьева институтăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннă: кружокра ташăçăсен ăсталăхне туптанă, хорта юрланă, стена хаçачĕн редколлегийĕн членĕ пулнă. Обществăлла мероприятисенчен пĕринче Палтиел йĕкĕчĕпе _ Вячеслав Кузьминпа паллашнă. Вăл та çак институтрах, физика уйрăмĕнче вĕреннĕ. Хастар та пуçаруллă, пĕр-пĕрне лайăх ăнланакан хĕрпе каччă текех пĕр-пĕринчен уйрăлман: концертсенче пĕрле ташланă, юрланă. 1976 çулта пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман çамрăксем пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Педагог дипломне илсен, 1978 çулта, Кузьминсем хамăр районти Палтиел шкулĕнче учитель биографине пуçланă. Кунта Раиса Дмитриевна математика, Вячеслав Михайлович физика предмечĕсене вĕрентнĕ. Çамрăк педагогсем уроксене яланах тĕплĕн хатĕрленнĕ, çавна май вĕсен урокĕсем ачасемшĕн интереслĕ иртнĕ. Паллах, обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă вĕсем. Пултарулăхне кура, Раиса Дмитриевнăна тепĕр çултанах классен тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ пулма çирĕплетнĕ. Чылайлăха асра юлакан мероприятисем тăтăшах йĕркелесе пынă çамрăк педагог.
Мăшăрне, Вячеслав Михайловича, 1982 çулта районти çутĕç пайĕ Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕ пулма çирĕплетсен, Кузьминсем çак ялта тĕпленнĕ. Раиса Дмитриевна кунти шкулта та математика вĕрентме тытăннă.
Р.Д.Кузьмина шкулта хăйĕн предметне тарăннăн пĕлнипе палăрса тăрать. Вăл занятисене яланах çỹллĕ методика шайĕнче йĕркелесе пырать, математикăн теорилле йывăр ыйтăвĕсене ансат чĕлхепе ăнлантарать, ачасене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарас тĕлĕшпе нумай тăрăшать.
Шкулта чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ май, ачасене вĕрентес енĕпе хăйĕн методикине йĕркеленĕ математика учителĕ. Районти учительсем умĕнче тăтăшах кăтартуллă уроксем парать вăл, шкулти, районти методика пĕрлешĕвĕсен занятийĕсенче интереслĕ докладсем тăвать. Вĕрентỹ кĕнекисемпе, дидактика материалĕсемпе нумай ĕçлет. Раиса Дмитриевнăн вĕренекенĕсем çирĕп пĕлỹпе палăрса тăраççĕ. Вĕсем районти тата республикăри математика олимпиадисене тăтăшах хутшăнаççĕ, лайăх результатсемпе палăраççĕ. Техникумсемпе колледжсене тата аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕнĕ чухне те математикăпа çирĕп пĕлỹ пулнине кăтартаççĕ. Пултаруллă педагога вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, пĕрле ĕçлекенсем те питĕ хисеплеççĕ. Шкулти обществăлла ĕçсене хутшăнма та вăхăт тупать Р.Д.Кузьмина. Унăн уçă та янăравлă сасси учительсен хорне, хĕрарăмсен ансамбльне илемлетсе тăрать. Пархатарлă ĕçшĕн Раиса Дмитриевна "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" знака тивĕçнĕ. Ăна Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствин тата райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотисемпе те чысланă. Мăшăрĕпе, Вячеслав Михайловичпа, икĕ ывăл ỹстерсе çитĕнтернĕ. Вĕсем иккĕшĕ те çемьеллĕ, дипломсем илнĕ хыççăн хăйсем килĕштерекен ĕçре вăй хураççĕ. Ытарайми мăнукĕсем аслашшĕпе асламăшне пысăк савăнăç кỹреççĕ. Ыран Раиса Дмитриевна хăй çуралнăранпа 50 çул çитнине палăртать. Туслă çемйипе, çывăх тăванĕсемпе, ĕçтешĕсемпе, вĕренекенĕсемпе, выпускниксемпе пĕрле хутшăнса, ăна чаплă юбилей ячĕпе чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатпăр, юман пек çирĕп сывлăх, çăл куç евĕр иксĕлми телей, вăрăм ĕмĕр, ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр.