Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирĕн ялта кинсем пур

Хаваслă уяв каçĕ парнелерĕç Пуянкассинчи Культура çурчĕн сцени çине тухнă Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсен маттур та пултаруллă, илемлĕ те ĕçчен кинĕсем. Шăпах, икĕ командăна уйрăлса тĕрлĕ конкурссем витĕр тухса ăмăртрĕç икĕ ял хĕрарăмĕсем. Юрă-ташă, шỹт-кулă та туллиех пулчĕ çав каç. Ытарайми хĕрарăмсемпе хĕрсене халалласа та сахал мар юрă шăрантарчĕ ял-йыш. Кинсем пĕçерсе, хатĕрлесе килнĕ апат-çимĕç те питĕ тутлă, сăри шерпет тутиллĕ пулчĕ. Пăхса ытармалла мар кинсене те, килĕшỹллĕн хăйсене тытаççĕ, çыпăçуллăн калаçаççĕ, юрă юрласа ĕç тăваççĕ. Жюри пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн çĕнтерекенни те, выляса яраканни те пулмарĕ. Уяв умĕн епле-ха хĕрарăмсене пĕрисене мухтаса, теприсене хурлăн _ çакă вырăнсăр пулнă пулĕччĕ. "Чи пултаруллисем те хастаррисем" _ Пуянкасси кинĕсем, "Чи сăпайлисем те хăюллисем" _ Кахăрлă Шăхаль кинĕсем. Енчен те сирĕн енче маттур кинсем пулмасан пирĕн пата килсе курăр, улталаса калаçмастпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 марта 2006
00:00
Поделиться