Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Комисси ларăвĕ пулса иртнĕ

Пĕтĕм Раççейри ял-хуçалăх çыравне ирттерекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта, çырава йĕркелесе ирттерме йĕркеленĕ комисси председателĕн çумĕ В.Н.Никифоров ертсе пынипе, 2006 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне Шăмăршă районĕнче ирттермелли плана çирĕплетессипе тата ку тĕлĕшпе вырăнсенчи хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Сăмах май, çырав ирттерме Шăмăршăра пĕр координатор участокĕ йĕркеленĕ, унта çичĕ инструктор участокĕ кĕреççĕ. Районĕпе вара 41 шутлав участокĕ туса хунă. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ Шкул ачисен XVIII Спартакиади хĕрсех малалла пырать. Ăмăрту хыççăн ăмăрту иртет вĕсен. Хĕлле, паллах, йĕлтĕр спорчĕ анлă сарăлнă вĕренекенсем хушшинче. 1993-94 çулсенче çуралнисенчен финиша пĕрремĕш _ Т.Фадеева, иккĕмĕш _ М.Капралова(иккĕшĕ те Анат Чаткас шкулĕ), виççĕмĕш _ И.Угарина (Пуянкасси) çитрĕç. Çак ушкăнри арçын ачасенчен А.Сабаев (Карапай Шăмăршă), А.Хафизов (Шăмăршă), А.Чебондаев (Пуянкасси) пуринчен те хăвăртрах чупаканнисем пулчĕç. 1991-92 çулсенче çуралнисем хушшинче Анат Чаткас шкулĕн хĕрĕсем А.Зыковапа Н.Ильина пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. А.Петрова (Пуянкасси) дистанцие виççĕмĕш вĕçлерĕ. Каччăсенчен пĕрремĕш вырăнта А.Ларионов (Шăмăршă), иккĕмĕшпе виççĕмĕш _ А.Бондареевпа (Пуянкасси) А.Ларионов (Карапай Шăмăршă). Аслă класрисем хушшинче А.Даниловапа Е.Тихоноваран (Анат Чаткас), А.Янгалаковаран (Пуянкасси) никам та иртеймерĕ, вĕсем малти виçĕ вырăна пайларĕç. Анат Чаткасăн виçĕ маттур йĕкĕчĕ А.Петров, М.Зыков, Н.Тихонов та çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Шкул командисене илес пулсан Анат Чаткасра ăс пухакансем _ пĕрремĕш, пуянкассисем _ иккĕмĕш, шăмăршăсем виççĕмĕш вырăнсенче.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 марта 2006
00:00
Поделиться