Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Чи лайăх пулăçă" ятшăн

Пулăçăсем хĕл кунĕнче те вăлтисене йăтса, вакă касса, киленсе пулă тытса лараççĕ. Карапрай Шăмăршă ял поселенийĕнче пурăнакан ватти те, вĕтти те çак кунсенче ял хыçĕнче юхса выртакан Хырла шывĕ патне пухăнса "Чи лайăх пулăçă - 2006" ята тивĕçессишĕн чăн-чăн ăмăрту-конкурс йĕркеленĕ. Йăпăр-япăр пулăсене улталаса пĕри-хыççăн теприне юр çине кăларма тытăннă. Чи малтан вăлтана пулă çаклатаканĕ В.Столяров пулнă. Анчах пĕрремĕш вырăна вăл йышăнайман, маттуртараххи хальхинче _ И.Макаров. Вăл 26 минутра 10 пулă тытнă. Конкурс-ăмăрту вĕçленсен пулăçăсемпе курма пынисем пулă шỹрпи хатĕрлесе çинĕ. Шỹрпе чĕлхене çăтмалла тутлă пулнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 марта 2006
00:00
Поделиться