Ах, çăварни иртет, савăнса юл
Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕнче те Хĕле ăсатмалли савăнăçлă уяв пулса иртрĕ. Уява ялти поселенийĕн пуçлăхĕ В.Д.Матвеев ăшă сăмахсем каласа уçрĕ. Уяв Культура çурчĕ умĕнче пулчĕ. Шкул ачисем пуçтарăннă халăха савăнăçлă концерт парнелерĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç: йĕлтĕрпе чупасси (эстафета), Кире пуканĕ йăтасси, канат туртасси, "автансен çапăçăвĕ". Çĕнтерỹçĕсем парнесене тивĕç пулчĕç. "Асамат кĕперĕ" ача-пăча сачĕнче ĕçлекенсем, вара çуллă тутлă пĕлĕмпе хăналарĕç. Суту-илỹ точкисем те ĕçлерĕç. Уява чи илем кỹрекенни _ шăнкăравсем çакнă илемлетнĕ лашасем пулчĕç. Ял çийĕн шăнкăравпа купăс сасси, илемлĕ юрăсем шăрантарни нумайччен илтĕнсе тăчĕ. Лашапа катаччи чупакансем те парнесĕр юлмарĕç. Çакăн пек уяв пурне те савăнăçпа илем кỹчĕ.