Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ача-пăча фестивалĕ

Ырă традицие малалла тăсса, наци культурин еткерлĕхне упраса хăварас, ăна малалла аталантарас, вырăнсенчи халăх фольклорне пропагандăлас, ачасене, вĕренекен çамрăксене халăх культурин пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркелекен ача-пăча фольклорĕн республикăри фестивальне пирĕн районти фольклор коллективĕсем те активлă хутшăнаççĕ. Акă, нумаях пулмасть вĕсем хăйсен пултарулăхне Анат Чаткас тата Кивĕ Чукал зонисенче кăтартрĕç.

"Пĕчĕк çеç путене" ятпа иртекен фестивалĕн Анат Чаткас зонинче _ мероприяти Пуянкассинчи Культура çуртĕнче пулчĕ _ "Чи лайăх фольклор коллективĕ" номинацире Васанти вăтам шкулти Г.Ларшников ертсе пыракан творчество ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çак пултаруллă коллектив Çăварни уявне ĕнентерỹллĕн сăнласа пачĕ. Пуянкассисем (А.Андронов) Улах ларнине, Анатчаткассем (Ю.Бакин) ача-пăча вăййисене туллин кăтартса иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Палтиелсем (Асия Тухветуллова) вара тутар халăхĕн фольклорĕпе виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Патирексем те тутар фольклорĕн программине интереслĕ хатĕрленĕ.

"Халăх инструменчĕсен чи лайăх ансамблĕ" номинацире Пуянкассинчи (руководителĕ А.Андронов) коллектив чи пултарулли пулчĕ. "Чи лайăх солист-вокалист" номинацире Е.Муромцева (Пуянкасси шкулĕ), "Чи лайăх ташă ушкăнĕ" номинацире Палтиел шкулĕнчи ташăçăсен коллективĕ (В.Кузьмина) çĕнтерчĕç.

Кивĕ Чукал зонине кĕртнĕ ялсенчи художество коллективĕсем те интереслĕ номерсемпе савăнтарчĕç. Фольклор коллективĕсене илсен, Кивчукалсем чи пултаруллисем пулнине çирĕплетрĕç. Т.Малеева хатĕрленĕ чăваш туйĕн сыпăкне пурте кăсăкланса пăхрĕç. Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти художество коллективĕ, Н.Медведевапа Е.Степанова ертсе пынипе, вăйă юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Шăмăршăри вăтам шкул вара вырăс фольклорĕпе _ интереслĕ те чуна тыткăнлакан программăна Е.Шумиловапа Л.Николаева педагогсем хатĕрленĕ _ паллаштарчĕ. Çак коллективсем иккĕмĕшсем пулчĕç. Энтĕрьелĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи И.Федорова ертсе пыракан коллектив ача-пăча вăййисене витĕмлĕн сăнласа виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Питĕ шел, "Халăх инструменчĕсен чи лайăх ансамблĕ" ятпа Кивĕ Чукал зонинче никама та чысласа май килмерĕ _ çакнашкал коллективсем пулмарĕç. Солистсенчен вара жюри Чукал вăтам шкулĕнчи А.Заказована чи пултарулли тесе палăртрĕ. Шăмăршăри вăтам шкулти "Фламинго" (В.Кузьмина) ансамбль "Чи лайăх ташă коллективĕ" ята тивĕçрĕ.Призлă вырăнсем йышăннă солистсем, коллективсем райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕн грамотисемпе парнесем илчĕç.

Мартăн 18-мĕшĕнче, шăматкун, Шăмăршăра республикăри фестивалĕн зонăри мероприятийĕ иртет. Культура керменĕнче Тăвай, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк тата Шăмăршă районĕсен коллективĕсемпе уйрăм солистсем хăйсен художество пултарулăхне кăтартаççĕ.

Çапла вара, тепĕр эрнерен районти юрă-ташăна, сăвă-такмака юратакансене пурне те Шăмăршăри Культура керменне пухăнма, хамăр тăрăхри тата кỹршĕллĕ районсенчи чи пултаруллă коллективсен художество номерĕсемпе паллашма сĕнетпĕр. Фестиваль ирхине 10 сехетре пуçланать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 марта 2006
00:00
Поделиться