Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТАВА ТИВĔÇЛĔ УЧИТЕЛЬНИЦА

1968 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Шăмăршăри вăтам шкулăн выпускникĕсем сывпуллашу каçне пухăннă. "4" тата "5" паллăсемлĕ аттестат илнисем хушшинче Елизавета Денисова та пулнă.

_ Лиза, пединститута вĕренме каясси пирки шухăшна улăштармарăн-и? - ыйтнă унран класс руководителĕ Л.Н.Дмитриева.

_ Çук, - хуравланă сарă çỹçлĕ хĕр.

_ Эпĕ, Людмила Николаевна, сирĕн пекех вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулас ĕмĕтпе пурăнатăп.

_ Питĕ тĕрĕс шухăшлатăн, - тенĕ опытлă педагог.

 _ Çак сумлă професси валли санăн пултарулăх та, характер çирĕплĕхĕ те çителĕклĕ. Санра организацилле тата обществăлла хастарлăх та пысăк. Тăрăшсан, çине тăрсан, эсĕ лайăх учительница пулма пултаратăн. Вĕренме кĕмелли экзаменсенче ăнăçу сунатăп. Пединститутри пысăк конкурс витĕр тухса _ вырăс чĕлхипе литературин уйрăмĕнче пĕр вырăншăн 7-8 çамрăк вăй виçнĕ

_ Елизавета Денисова студентка пулса тăнă. Пысăк çитĕнỹ ашшĕпе амăшне те, учительсене те савăнăç кỹнĕ. Вĕренỹри лекцисемпе семинар занятийĕсем пĕр пĕринпе ылмашăнса пынă май, вăхăт сисĕнмесĕрех малалла шунă. 1972 çулта учитель дипломне илсен Елизавета Денисована тăван районти Палтиел шкулне ĕçлеме янă. Унта вăл 2 çул вăй хунă. 1974 çулта, Шăмăршă йĕкĕчĕпе Геннадий Удочкинпа пĕр çемьене пĕрлешсен, Елизавета Васильевна райцентрти вăтам шкула ĕçлеме куçнă. Тăван шкулта мал ĕмĕтлĕ çамрăк учительница тата пысăкрах хастарлăхпа тăрăшнă. Уроксене тивĕçлĕ методика шайĕнче йĕркелесси, обществăлла тивĕçсене пысăк хастарлăхпа туса пырасси уншăн яланах тĕп вырăнта тăнă. Опытлă педагог Н.П.Смирнова ăна ĕçре пулăшса-хавхалантарсах пынă. Е.В.Удочкинан организаторла пултарулăхне асăрханă май, И.М.Соргин директор ăна 2 çултан классен тата шкул тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ пулма çирĕплетнĕ. В.А.Урахова аслă вожатăйпа пĕрле интереслĕ те чылайлăха асра юлакан мероприятисем питĕ нумай ирттернĕ вăл. 1986 çултанпа пĕр улшăнми директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕнче вăй хурать Елизавета Васильевна. Шкулти пуçламăш классен тата тĕрлĕ предметсен методика пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлне тивĕçлĕ шайра йĕркелессишĕн нумай тăрăшать Е.В.Удочкина. Педагогикăри çĕнĕ меслетсене, уçă уроксене анлă çул парассине те манăçа хăвармасть. Кунсăр пуçне 5 "Б" тата 9 "В" классенче вырăс чĕлхине вĕрентет. Ырă кăмăллă, сăпайлă та пултаруллă педагога ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, коллективра пĕрле ĕçлекенсем те питĕ хисеплеççĕ. Хăйсен юратнă учительницин профессине суйласа илнисем те чылайăн. Н.Ф.Корчакова учительница вара Елизавета Васильевнăпа пĕрлех ĕçлет. Кунран-кун, çулран-çул тỹрĕ кăмăлпа, таса чунпа, ăшă чĕрепе ĕçлени пысăк сумлăхпа таврăнать. 1986 çулта Е.В.Удочкинана "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе, 1991 çулта "Çутĕç отличникĕ" знакпа чысланă. 1998 çулта вара Елизавета Васильевна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. ЧР Вĕрентỹ министерствипе райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотисем те чылай. Мăшăрĕпе, Геннадий Александровичпа, хĕрпе ывăл ỹстерсе çитĕнтернĕ. Света Шупашкарти кооператив институтне, Сергей çыхăну техникумне пĕтернĕ. Вĕсем Шăмăршăрах ĕçлесе пурăнаççĕ, иккĕшĕ те çемье çавăрнă. Удочкинсен мăнукĕ, Аня, 4-мĕш класра вĕренет. Кукашшĕпе кукамăшне вăл тулли савăнăç кỹрет. Нумаях пулмасть Елизавета Васильевна хăй çуралнăранпа 55 çул çитнине палăртрĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна ытарайми тăванĕсем, çывăх çыннисем, пĕрле ĕçлекенсем, вĕренекенсем, шкул выпускникĕсем чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕç, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Вĕрентỹ ĕçĕнче пĕр улшăнми 34 çул ĕçленине тивĕçлипе хакласа, паллă юбилей ячĕпе саламласа тата пысăк сума хурса райадминистраци Хисеп грамотипе чыслани те тава тивĕçлĕ учительницăна чунтанах савăнтарчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 марта 2006
00:00
Поделиться