Кулăш ăстисем, ăçта эсир?
Кулă ĕмĕре тăсать тесе ахальтен каламан. Шỹтлеме-кулма, мыскара кăтартма юратакансем вара хамăр хушăрах сахал мар. Тепĕр чух, тен, вĕсене пĕрле çеç тухма пĕлместпĕр пулĕ. Вĕсем вара вуншар, çĕршер çынна савăнтарма пултарнă пулĕччĕç. Шăпах çак çитменлĕхе пĕтерме тĕллев лартнă районти вĕрентỹ, çамрăксен тата культура уйрăмĕ. Конкурс тĕллевĕ _ ял поселенийĕсемпе учрежденисенче, предприятисемпе организацисенче кулăш ăстисене тупса палăртасси, ял çамрăкĕсен канăвне, пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшасси. Конкурс икĕ тапхăрпа, тĕрлĕ номинацисенче иртет. Мартăн 23-мĕшĕнче Карапай Шăмăршăри Культура çуртĕнче Анат Чаткас, Васан, Палтиел, Пуянкасси, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсенчи, мартăн 24-мĕшĕнче Кивĕ Чукалри Культура çурчĕн сцени çинче Чукал, Кивĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел, Шăмăршă ял поселенийĕсенчи, предприятисенчи, учрежденисенчи, шкулсенчи кулăш ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Финал мартăн 31-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче иртет. Çĕнтерỹçĕсене кашни номинацирех палăртаççĕ, вĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чыслаççĕ. Конкурсра çавăн пекех "Чи лайăх хĕрарăм ролĕ", "Чи лайăх арçын ролĕ", "Чи лайăх эпизодлă роль" номинацисен çĕнтерỹçисене палăртаççĕ.