Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ытарайми аннемĕн тумхахлă çулĕ

 Ăшă çилпе те янкăр хĕвелпе "килсе çитнĕ" çакă тĕнчене манăн юратнă аннеçĕм. Шăпах сар хĕр пек кулса пăхакан хĕвеллĕ кун турă пỹрнĕ ăна кун çути курма. Ашшĕ-амăшĕ чăтăмсăррăн кĕтнĕ çак куна, кĕтсе илсессĕн вара _ хĕпĕртемеллипех хĕпĕртенĕ. Çĕр çуралнă вĕсен _ çемьере пиллĕкмĕш ача. Анчах та малтанхи икĕ ачин кун-çулĕ кĕскерех пулнă: вĕсем пĕчĕккĕ чухнех хырăм чирĕпе чирлесе вилнĕ. Чĕкеç мăнаккапа Куля кукка вара манăн аннерен чылай аслă пулнă.

Кукаçейпе кукамай хăйсем те çулланнă çынсем пулнă ĕнтĕ. "Çĕнĕ кайăкра" малашне хăйсене хуçалăхра, кулленхи ĕçре пулăшакана, ватлăхра пăхса упракана, вилме выртсан юлашки çула тивĕçлĕ ăсатакана курнă. Улька ят парса чыс тунă пĕчĕкçĕ тĕпренчĕкне. Вăл вара кунсерен мар, сехетсерен тенĕн илемленсе ỹссе, çирĕп вăй-халлă пулса çитĕнет.

Тăхăр çул тултарсан, вăхăтсăр пысăкланма тивет манăн аннене. Пĕр кĕтмен çĕртен нимĕç фашисчĕсем канлĕ ыйхăпа çывăракан, лăпкă тĕлĕк куракан ялсемпе хуласем çине вут-çулăм сирпĕтме пуçлаççĕ. Çапла пуçланса каять те ĕнтĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи.

Ним тăхтаса тăма сăрах, аннен аслă тетĕшĕ _ Николай Двойнов _ хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса каять. Çын çỹремен шурлăхра, кашкăр кĕмен вăрман чăтлăхĕнче, кайăк ларман ту хысакĕнче _ Тăван çĕршывăн кашни утăмĕнчех тискер тăшмана çунтарнă вăл. Анчах, çакăн пек хаяр çапăçусенчен пĕринче, хăй те вилмеллипех аманнă. Чĕкеç аппăшĕ те вăл вăхăтра качча кайса хăйĕн çемйипе пурăннă пулнă. Кукамай сывлăх енчен хавшама пуçлать: выçлăх çулĕсем, хаяр вăрçă ачисем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайни... Паллах, унăн сывлăхне самаях хавшатнă.

 Кукаçейĕн вара нимĕнле йывăрлăха та парăнма юраман. Вăл хăй мĕн тума пĕлнине веçех "пысăкланнă" пĕчĕк Улькана вĕрентме пуçлать. Арçын ĕçĕ-и вăл, е хĕр арăмăн _ уяса тăмаççĕ, веçех пĕрле пурнăçлаççĕ: çуртне те туса лартаççĕ, тăмран кирпĕч çапса кăмакасем те туса çỹреççĕ ял çыннисем валли. Пĕр килĕре ашшĕ кăмака туса пĕтернĕ çĕре, тăхăр-вунă çулхи Улька вара тепĕр кăмакалăх тăмран кирпĕч çапма та ĕлкĕрет. Пĕр ĕçрен те хăрамасть, ал усмасть вăл: ĕçлемесен çăкăр çиеймессе лайăх пĕлет. Шкулта та тăрăшса вĕренет, уйрăмах математика урокĕ килĕшет ăна. ачасем пĕр задача шутланă çĕре, икĕ-виçĕ хут ытларах шутлама пултарать вăл. Хăй çуралнă ялта, Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Чăнлă Шăхаль ялĕнче шкул пулманран, кỹршĕллĕ Упи ялне çỹреме тивет ăна. Тăватă класс пĕтернĕ хыççăн, малалла вĕренме каяймасть çамрăк хĕр ача. Ытлă-çитлĕ пурнăç, ватă ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕ çирĕпех пулманни, мал ĕмĕтлĕ Улькана колхоз ĕçне кỹлĕнме хистеççĕ. Çап-çамрăк ача ытти вăйпитти хĕр арăмсемпе пĕр тан тырă та вырать, авăн та çапать, суха пуç та чылай арçынран лайăх тытать. Хăйех йывăр михĕсене çурăм çине вăш! кăна ывăтать те çăмăллăнах кирлĕ çĕре йăтса çитерет...

Пурнăç урапи малаллах кусать. Акă ĕнтĕ вăл çитĕннĕ хĕр. Çап-çаврака питлĕ, янкăр кăвак куçлă, йăм хура çỹçлĕ, çирĕп кĕлеткеллĕ хĕре епле каччă савмĕ? Хăтана пыракансем те нумай пулаççĕ. Анчах та Улька хăйĕн çинчен мар, вырăнпа йывăр выртакан амăшĕ çинчен шутлать. (Ашшĕ вăл вăхăтра çĕре кĕнĕ ĕнтĕ). Хĕр вăтăр тăватă çула çитсен, унăн амăшĕ çут тĕнчерен уйрăлса каять. Самана малтан та "ачашласах" кайман та ăна, халĕ вара пушшех йывăр вăхăт пуçланать. Чи çывăх, чи юратнă çыннисемсĕр тăрса юлать Улька.

Çав вăхăтрах Шăмăршă районĕнчи Кахăрлă Шăхаль ялĕнче те Кузнецовсен çемйинче пысăк инкек пулса тухать, хуçан çапамрăк арăмĕ вăхăтсăр вилсе каять. Виçĕ пĕчĕк ача тăлăха тăрса юлаççĕ. Арçынна хĕрарăм ăшшисĕр, унăн çепĕç чĕвĕлти чĕлхисĕр, пурне те тума пултаракан кăпăшка алсемсĕр ытла та йывăр-çке тĕпренчĕксене пăхса ỹстерме.

"Килĕшĕ-ши Улька манăн пĕчĕк ачасен амăшĕ пулма?" Çак шухăшпа хуллен утать Иван кỹршĕллĕ яла. Иккĕленсе тăрать Улька: "Йышăнĕç-ши вĕсем мана, пĕр чĕлхе тупайăпăр-ши?" Çĕр ыйту явăнма пуçлать ун пуçĕнче. Ачасене, куçпа курсан вара чĕри ыратса каять, мăшăр кăвак куçĕнчен вĕри куççулĕ тумлать. Пăрахса хăварма пултараймасть вăл ачасене, чунĕ хушмасть. Амăшĕн чун ăшшисĕр ỹсекен ача кăмăлĕ те сивлек, телейĕ те тулли мар пулнине Улька аван пĕлет. Ял çинче тем калакан та пулать: "Ачăрсем хăвăрăн та пулĕç-ха, "кусем" сирĕн ытлашши, ача çуртне парăр", - текенсем те пулаççĕ. Анчах та Улька çын калаçнине хăлхана хумасть. (Вăл вĕт тăлăх ачасен амăшĕ пулма килнĕ çак çурта). Часах ачасем те ăна "анне" тесе чĕнме пуçлаççĕ.

Иванпа та пĕр чĕлхе тупса, тумхахлă сукмакпа, килĕштерсе утаççĕ. Çулсем иртнĕçемĕн, хăйсен те икĕ маттуркка хĕр пĕрчи çуралать. Пысăк çемьере килĕшỹ, юрату хуçаланать. Аслисем кĕçĕннисене пулăшса, çамрăксем ватăсене сума суса, вĕсем каланине асра тытса шăкăлтатса пурăнаççĕ. Ачисем, ỹссе çитĕнсе çуначĕсене сарса, ашшĕ-амăшĕн йăвинчен вĕçсе кайнă ĕнтĕ. Анчах та çуралнă киле, юартнă ашшĕ-амăшне, тус-юлташне, кỹрши-аршине нихăçан та манмаççĕ, сума суса, инçе çула кĕскетсе тăван ялне васкаççĕ.

Ĕмĕр тăршшĕпех тăван "Правда" колхозра вăй хунă аннемĕр. Ăçта йывăр ĕç _ вăл унта пулнă: арманра çăнăх авăртнă, фермăра ĕне сунă, пăру, сысна пăхнă _ яланах малтисен хушшинче. Хаклă парнесем халĕ те çурт ăш-чикне капăрлатаççĕ. Укçан та преми парса хавхалантарнă ăна. Мĕн чухлĕ дипломсемпе грамотăсен, медальсен шучĕ те алăри пỹрнесенчен нумайрах. "Ĕç ветеранĕ" ята та ахальтен паман ĕнтĕ ăна.

Çынна ырă сăмах каласа кăмăлне çĕклеме пĕлни вăл _ пысăк ăсталăх. Çакăн пек хаклă енпе палăрса тăрать те ĕнтĕ манăн аннеçĕм. Ун патне йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ тăван-пĕлĕш Канаш-сĕнỹ ыйтма пырать. Вĕсене вăл мĕн пултарнă таран пулăшма тăрăшать. Килнĕ çынна вара сĕтел хушшине лартмасăр тутлă та сиплĕ чейпе сăйламасăр кăларса ямасть анне. Ырă çыншăн тем тума та хатĕр вăл. Алса-чăлха, ăшă кофта çыхма юратаканскер, час-часах хăйĕн ал ĕçне çынсене парнелеме юратать. Ытарайми мăнукĕсем валли вара хăй аллипе хăй тухья, хушпу, мăй çыххисем туса хатĕрлерĕ. Питĕ хỹхĕм те илĕртỹллĕ пулчĕç çак ĕçсем. Пасарта сутакан тухьясенчен пĕрре те кая мар. Çынна усă кỹме, ырă тума тăрăшать _ пире те, мăнукĕсене те çавна вĕрентет.

Халĕ хамăрăн та ачасем пĕчĕк мар ĕнтĕ. Атте-анне вĕрентнине ăша хурса, эпир те вĕсене тимлĕ пулма, пĕр-пĕрин савăнăçне, хуйхи-суйхине пайлама, пĕр-пĕрне ăшă та ырă сăмахпа йăпатма, хавхалантарма тăрăшатпăр. Анне пекех сăпайлă та вашават, ĕçчен, тỹрĕ кăмăллă та таса чунлă, ăслă та пултаруллă пулма сунатпăр. Чун панă, ăса вĕрентнĕ, ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă хаклă çыннăмăра, юратнă аннене, асаннене, кукамая _ Ольга Константиновна Кузнецована _ чун чĕререн тав тăватпăр, çĕре çити пуç таятпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 марта 2006
00:00
Поделиться