Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Уйрăм начальникĕ

 Милицин Шупашкарти ятарлă вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн, 1996 çулхи сентябрьте, Алексей Юманова тăван районах ĕçлеме янă. Шăмăршă йĕкĕчĕ малтанах Чукал тăрăхĕнче участковăй инспектор пулнă, каярахпа çак должноçрах райцентрта ĕçленĕ. Милици лейтенанчĕ хăйĕн тивĕçне яланах присяга хушнă пек пурнăçласа пынă, обществăлла вырăнсенче, урамсенче право йĕркисене çирĕплетессишĕн тăрăшнă. Паллах, профилактика ĕçне те манăçа хăварман. Преступленисене çийĕнчех уçса парас тĕлĕшпе уйрăмах нумай тимленĕ çамрăк участковăй.

 Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ унри çак пултарулăха асăрхамасăр хăварман _ 1998 çулта Алексей Федоровича уголовнăй шыравăн оперуполномоченнăйĕ пулма çирĕплетнĕ. Ĕçри тăрăшулăхне кура, ăна часах аслă оперуполномоченнăй должноçне куçарнă. 2003 çулхи декабрьтен пуçласа А.Ф.Юманов шалти ĕçсен пайĕнчи ГИБДД уйрăмне ертсе пырать. Хăйне шанса панă служба ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма тăрăшать милици майорĕ, хăйĕнчен те, ыттисенчен те _ çак уйрăмра 18 сотрудник вăй хурать _ çирĕп ыйтать. Район территорийĕнче аварисем ан пулччăр, вĕсенче çынсем инкек ан курччăр тесе тимлеççĕ ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем. Службăри çитĕнỹсемшĕн Алексей Юманова районта шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ нумай хутчен тав тунă, укçа премийĕсемпе чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 февраля 2006
00:00
Поделиться