Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАНУ КАÇĔ

Юратакансен кунне халалласа Васанти Культура çуртĕнче кану каçĕ иртрĕ. Çамрăксем _ 3 хĕрпе 3 каччă _ малтанах хăйсем çинчен каласа пачĕç. Кайран вара, мăшăрсем çине пайланса, тĕрлĕ вăйă-конкурсра ăмăртрĕç, юрату туйăмĕллĕ ỹкерчĕксем турĕç, çырусем çырчĕç. Юлашкинчен, чăлханса кайнă çăмхасен пулăшăвĕпе усă курса, мăшăрсем пĕр-пĕрне шыраса тупрĕç.

Итогсене пĕтĕмлетсен, Анастасия Мердеевапа Павел Козлов _ пĕрремĕш, Ирина Якушовапа Алексей Тихонов _ иккĕмĕш, Ольга Лукьяновапа Николай Концов виççĕмĕш вырăнсене тухни палăрчĕ. Вĕсем пурте асăнмалăх парнесем илчĕç.

 Программăна Елена Исметовапа Эвелина Егорова питĕ ăста ертсе пычĕç. Вăйăсене вĕсем залра ларакансене те явăçтарчĕç. Музыка тăхтавĕсенче Алиса Антонова солистка хăйĕн уçă сассипе илемлĕ юрăсем юрласа савăнтарчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 февраля 2006
00:00
Поделиться