ЭРЕХ ĔÇМЕ ЯВĂÇТАРНĂШĂН _ УСЛОВНĂЙ СРОК
Çул çитменнисене алкоголь шĕвекĕсем ĕçме явăçтарнăшăн уголовнăй майпа айăплама пултарнине аслисем питĕ лайăх пĕлсе тăраççĕ. Питĕ шел, кун пирки хăш-пĕрисем манаççĕ çав.
2005 çулхи августăн 20-мĕшĕнче Шăмăршăра пурăнакан В.Н.Данилов çак ялти çул çитмен хĕрпе паллашнă. Кăштах калаçсан 32ри арçын ăна вăхăта хаваслă ирттерме, пĕрле эрех ĕçме сĕннĕ. Лешĕ килĕшнĕ. Çапла вара, Н.çул çитмен ỹсĕмре пулнине пĕлсе тăрсах, Данилов эрех туянса, унпа хĕре хăналанă.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче, каçхине, В.Н.Данилов хăйĕн юлташне _ Е.В.Платонова тĕл пулнă. Арçынсем Н. (Данилов малтан паллашнăскер) тата С. урампа утса килнине асăрханă, вĕсене пĕрле эрех ĕçме, канса ларма ыйтнă. Хĕрсенчен пĕри çул çитменнисен ỹсĕмĕнче пулнине пăхмасăрах арçынсем вĕсен умне черккесем лартнă, эрех ĕçтернĕ. Сентябрĕн 10-мĕшĕнчи тĕл пулу çак "сценарипех" иртнĕ.
Ноябрĕн 7-мĕшĕнче арçынсем каллех пĕрле ларнă. Вĕсем патне çул çитмен Н. хĕр тата А. яш килсе çитнĕ. Платоновпа Данилов хăйсен ĕлĕкхи "юррине" пуçланă, вĕсен умне "хаярри" кăларса лартнă.
РФ УКĕн 151 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн, çак фактсем тăрăх уголовнăй ĕç пуçарнă. Нумаях пулмасть В.Н.Данилов тата Е.В.Платонов (ăна 2003 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче РФ УКĕн 161 статйин 1 пайĕпе айăпланă пулнă, 1 çулталăк та 6 уйăхлăха ĕç укçин 20 процентне тытса юлса юсанмалла тунă) район сучĕн сакки çине ларчĕç. Приговорпа килĕшỹллĕн, Платонова 1 çулталăк та 6 уйăхлăха (ĕç укçин 20 процентне тытса юлса) ĕçлесе юсанмалла тунă. Даниловăн вара 1 çулталăк хушши ĕçлесе юсанмалла, ĕç укçин 15 процентне тỹлесе пымалла пулать.