Электроэнерги вăрлатăн _ суд сакки çине ларатăн
Энерги вăйĕпе эпир тĕрлĕ енлĕн усă куратпăр, уншăн, счетчик кăтартăвĕпе килĕшỹллĕн, укçа тỹлесе пыратпăр. Питĕ шел, янтă электроэнергипе усă курма хăтланакан çынсем кашни ялтах тĕл пулаççĕ.
Акă, кăçалхи январьте Васанти С.З.Е., Кивĕ Чукалти М.В.Г., Карапай Шăмăршăри Н.В.О., Çĕнĕ Чукалти И.А.В. электроэнерги вăрласа пурăнни палăрнă. "Энергосбытовая компания" ОАОна тăкаксем кỹни вĕсемшĕн ахаль иртмест _ РФ УКĕн 165 статйин 1 пайне тĕпе хурса уголовнăй ĕçсем пуçарнă.
"Шăмăршă хыпарĕ"