ĔНЕ ÇУЛĔ СĔТЛĔ ПУЛĔ-И?
Раççей Ял хуçалăх министрĕ А. Гордеев 2006 çула Ĕне çулĕ тесе пĕлтерни, ман шутпа, шỹтлесе калани мар. "АПК аталанăвĕ" Наци проектĕнче те çĕршывра сĕт туса илессине ỹстерме, сăвакан ĕнесен йышне пысăклатма палăртнă.
Район администрацийĕн агропомышленноç комплексĕнчи предприятисемпе обществăлла инфраструктурăна, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн тĕп зоотехникĕ Н.П. Вазанов 2006 çула хамăр районта та Ĕне çулĕ туса хумалла тесе шутлать. Çак кунсенче пирĕн корреспондент Н.П.ВАЗАНОВПА тĕл пулса калаçнă.
_ Николай Петрович, юлашки çулсенче пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче ĕне выльăхсен шучĕ чакни вăртăнлăх мар. Сĕт вăл _ куллен кĕрекен укçа вĕт-ха...
_ Чăнах та, экономика сăлтавĕсене пула хуçалăхсенче выльăхсен йышне чакарчĕç. Хальхи вăхăтра вĕсем 947 пуç ĕне выльăх, çав шутра 510 пуç сăвакан ĕне усраççĕ. Паллах, çакă питĕ сахал. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев пирĕн умма çирĕп задача лартрĕ: ĕне выльăхсен йышне тата сĕт сăвассине ỹстермелле, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсемпе фермер хуçалăхĕсене, килти хушма хуçалăхсене выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама майсем туса памалла.
_ Ку тĕлĕшпе мĕн тума палăртатăр?
_ Хуçалăхсен ертỹçисемпе тата специалистсемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн, пурте тенĕ пекех ĕнесен йышне ỹстерме шутлани палăрчĕ. Акă, "Мир" хуçалăх 100 ĕне валли молокопровод туянать, унта холодильник та пулать. Палтиелсем 50 пуçа яхăн симментал, 25 пуç бестужевская ăратлă ĕнесем туянаççĕ. Çак кунсенче кăна-ха "Карлинская" хуçалăх 21 пуç ĕне туянчĕ, выльăхсене Кивĕ Шăмăршă фермине вырнаçтарчĕç. Çавăн пекех "Исток", "Шанс", "Искра", "Миха" хуçалăхсем те çывăх вăхăтра хура-ула ăратлă ĕнесем туянаççĕ. Ăратлăха лайăхлатса пыни пире ĕнесенчен сĕт суса илессине те ỹстерме май парĕ.
_ Районта выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен 70 процентне ытла килти хушма хуçалăхсем туса илеççĕ. Вĕсене аталантарма мĕнле майсем пур?
_ Çапла, Шăмăршă тăрăхĕнчи халăх питĕ харсăр, выльăх усраман çемьесем çукпа пĕрех. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне килти хушма хуçалăхсенче 4224 пуç ĕне выльăх, çав шутра 3783 пуç сăвакан ĕне, 6739 пуç сысна (çăвăрлаттаракан сысна амисем _ 745 пуç), 3604 пуç сурăхпа качака усранă. Шăмăршă ял тăрăхĕн территорийĕнче 600 пуçа яхăн, Палтиел, Васан, Пуянкасси, Анат Чаткас, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕсенче пурăнакансем 400 пуçа яхăн ĕне усраççĕ. Пысăках мар Улмаллă ялĕнче те 90 пуç ĕне. Кивĕ Чукал, Патирек ялĕсенче те килти хушма хуçалăхсем пуян. Выльăх-чĕрлĕх усракансенчен чылайăшĕ хушма хуçалăха аталантарма патшалăх кредитне илеççĕ. Çак кредит питĕ усăллă. Çавăн пекех пĕрер гектар таран çĕр уйăрса пани те выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтерме май парать. Хамăр енчен, эпир фермер хуçалăхĕсемпе килти хушма хуçалăхсене ăратлă выльăхсем туянма, выльăхсен чирĕсемпе кĕрешме пулăшатпăр, туса илнĕ продукцие тупăшлă вырнаçтарма майсем туса паратпăр.
_ Сĕт ытларах туса илес тесен, ĕнесене тулăх тăрантармалла вĕт-ха. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем ытлă-çитлĕ выльăх апачĕ хатĕрлеме пултарĕç-и?
_ Районти хуçалăхсенче нумай çул ỹсекен курăксем 3800 гектар йышăнаççĕ. Пĕр çул ỹсекен курăксене 1200 гектар акма палăртнă. 80 гектартан кая мар выльăх чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтересшĕн. Сахăр чĕкĕнтĕрĕн 50-60 гектарне те выльăхсене çитерме уйăрĕç. Пĕтĕмпе вара кăçал 1791 тонна утă, 1694 тонна сенаж, 837 тонна силос, 1564 тонна улăм, 1111 тонна тымар çимĕçсем, 1912 тонна тырă фуражĕ хатĕрлемелле. Тырăпа тата утă-улăмпа килти хушма хуçалăхсене те тивĕçтермелле. Паллах, тăрăшмасăр, вăй хумасăр выльăх чĕрлĕх отрасльне аталантарма май çук. Сĕт ытларах туса илни хуçалăхсене тата уйрăм çынсене укçа-тенкĕ ĕçлесе илме, экономикăна тĕреклетме пулăшĕ. Ĕне мĕн авалтан çемье тĕрекĕ, хресчене тăрантаркан выльăх пулнă, малашне те ăна тивĕçлипе хисеплесчĕ.