Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĂХĂТСĂР ТАТĂЛНĂ ĔМĔТ

 

Ача чухне ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастчĕ вăл. Çавах та унра хăйнеевĕрлĕх, пĕр хăйне çеç тивĕçлĕ характер паллисем курăнатчĕç-курăнатчĕçех. Унпа пĕр ỹсĕмри пулнăран, пĕр класра вĕреннĕрен çакă асра юлнă: никампа та чăркăшмастчĕ вăл, пуçтахланса ашкăнмастчĕ. Хăшĕсенни пек, хĕр ачасене вăрçтарса çỹçрен туртас йăли те çукчĕ унăн. Пĕр сăмахпа, вăл никама та кỹрентерсе курман пулĕ.

Шанчăклă юлташчĕ В.Кузнецов, пурне те пулăшма тăрăшатчĕ. Уроксенче те тимлĕччĕ Валерий, тăрăшса вĕренетчĕ. Вĕренỹ ударникĕ физикăпа математикăна уйрăмах хытă килĕштеретчĕ. Унăн тепĕр паха енĕ _ вăл чăннипех те вăйлă, тĕрлĕ енлĕ спортсменччĕ. Пĕчĕкренех физкультурăпа спортпа туслашнăскер, сывă пурнăç йĕркине çара кайичченех çирĕп тытса пычĕ. Кирек мĕнле ăмăртура та малтисен йышĕнчеччĕ вăл. Çуран е йĕлтĕрпе чупса Валерий хăйĕнчен чылай аслисене хыçа тăратса хăварма пултарни пире тĕлĕнтеретчĕ те, савăнтаратчĕ те. Хоккейла е футбола вылямалла пулсан та, коммандăра вăл пур-тăк _ çĕнтересси пирки никам та иккĕленместчĕ. Пуянкассинчи сакăр çул вĕренмелли (ун чух çаплаччĕ) шкултан 1975 çулта пĕрле вĕренсе тухрăмăр эпир. Юлташăмăр вăтам шкула каяс темерĕ, техникăна юратаканскер, Çĕрпỹри совхоз-техникумăн механизаци уйрăмне вĕренме кĕчĕ. Çак профессие суйласа илесси унăн, ахăртнех, ахальтен пулмарĕ пулĕ. Валерийĕн ашшĕ колхозри чи ăста механизаторччĕ, вăл ывăлне шкула çỹренĕ чухнех трактор çỹретме хăнăхтарнăччĕ. Техникум хыççăн аслă пĕлỹ илес, институтра вĕренес ĕмĕтлĕччĕ те вăл. Шел, ĕмĕтленни пурнăçа кĕреймерĕ _ хунав çамрăклах, вăхăтсăр хăрчĕ...

1979 çулхи кĕркунне Валерий Кузнецова çара ăсатрăмăр, тĕреклĕ те çирĕп сывлăхлăскер сывлăш-десант çарне лекнине пĕлтĕмĕр. Каярахпа ăна туллă-сăртлă Афганистана ярасса ун чух кам шутлама пултарнă? Хăй унта лексен те салтак çакăн çинчен пĕлтерме васкаман: ашшĕ-амăшне, тăванĕсене пăшăрхантарас мар тенĕ ĕнтĕ...

Çартан отпуска та килсе кайнăччĕ В.Кузнецов. Ял-йыш ăна ун чух юлашки хут курса юлчĕ. Кайран вăхăт нумаях та иртмерĕ _ яла хурлăхлă хыпар çитрĕ: отделени командирĕ Валерий Кузнецов сержант Афганистанра пĕр çапăçура пуçне хунă... 1981 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче пулнă ку.

Паттăрлăх _ вилĕмсĕр. Ентешĕмĕре вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ çăлтăр орденĕпе наградăланă. Сăмах май, вăл _ Афганистанра пулнăшăн çак пысăк наградăна тивĕçнĕ республикăри салтаксенчен пиллĕкмĕш пулнă. Малтанхисенчен пĕри, эппин. Унтанпа 25 çул иртрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те В.Кузнецов воин-интернационалист ячĕ манăçмасть, ял-йыш, юлташĕсем ăна яланах асра тытаççĕ. Вăхăтсăр пуç хунă спортсмена асăнса районта кашни çулах ун ячĕллĕ кубока çĕнсе илессишĕн футбол турнирĕ иртет. Вăл кашнинчех Валерийĕн вил тăпри çине чечек кăшăлĕ хунинчен пуçланать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 февраля 2006
00:00
Поделиться