Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тивĕçлĕ медицина страхованийĕ граждансен интересĕсене хỹтĕлет

"Шупашкарти страхлакан больница касси" МУПăн Çĕрпри пиллĕкмĕш номерлĕ филиалĕн Шăмăршăри представительствин тĕп ĕçĕ _ страхланнисен прависене хтĕлесси . Паян медицина страхованийĕ ял халăхĕн прависене хỹтĕлемелли чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Врач патне кайнă чухне хамăрпа пĕрле страхланă медицина полисĕ илмеллине эпир хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. 2005 çултан Чăваш Енри хуласемпе районсенче пурăнакансенчен чылайăшне "Шупашкарти страхлакан больница касси" МУП полисĕсене параççĕ.

 _ Мĕнпе çыхăннă çакă? _ ыйтрăмăр эпир "Шупашкарти страхлакан больница кассин" Çĕрпỹри пиллĕкмĕш номерлĕ филиалĕн директорĕнчен Маргарита Никаноровна Григорьеваран.

_ Обязательнăй медицина страхованийĕнче те рынок конкуренцийĕ ỹссе пырать. Çавна май пысăк компанисем çеç ĕçе малалла тăсма пултараççĕ. Çакна шута илсе Раççейĕпех страхлакан пĕчĕк организацисене пĕрлештерчĕç. 2005 çултан эпир "Шупашкарти страхлакан больница касси" МУП йышне кĕтĕмĕр. Хамăр филиалта Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Красноармейски районĕсенче, Çĕрпỹ хулинче пурăнакансене пăхса тăратпăр. "Шупашкарти страхлакан больница касси" Чăваш Республикин Сывлăх министерстви ирттернĕ йывăр кĕрешỹре тендер çĕнсе илсе Чăваш Енĕн ĕçлемен халăхне пăхса тăма пуçларĕ.

_ Сирĕн ĕçре мĕн те пулин улшăнчĕ-и?

_ Эпир унчченхи пекех хамăр тĕп ĕçе пурнăçлатпăр: медицина страхованийĕн полисĕсене паратпăр, медицина пулăшăвĕ парас ыйтусемпе граждансене консультацилетпĕр, çитменлĕхсене пĕлтерсе çырнă çăхавсене пăхса тухатпăр, Шăмăршăри тĕп больницăна укçа-тенкĕпе тивĕçтеретпĕр. Реорганизаци тунă хыççăн страхланнă çынсене пăхасси лайăхланни иртнĕ çулах палăрчĕ. Шăмăршă район çыннисем хăйсен полисĕпе Чăваш Ен территорийĕнче вырнаçнă кирек мĕнле медицина учрежденийĕнче те пулăшу ыйтма пултарнă. Чи пахи вара _ вĕсене "Шупашкарти страхлакан больница касси" МУПăн квалификациллĕ юристĕнчен пулăшу ыйтма май туса пани, кирлĕ пулсан, хăйсен интересĕсене судра хỹтĕлеме пултарни. Халиччен ун пек вăйлă юридика служби пулман пирĕн. "Шупашкарти страхлакан больница кассин" пахалăхлă медицина пулăшăвĕ панине тĕрĕслекен пайĕн специалисчĕсем пациентсен правине хỹтĕлессипе ĕçлеççĕ. Çавăнпа пĕрлех штатра тăман 50 эксперт-врач филиалти, тĕп предприятинчи врач-организаторсен хушăвĕпе çеç мар, страхланнисен ыйтăвĕпе те медицина эксперчĕсем ирттереççĕ. Вĕсем медицина облаçĕнче авторитетлă, пысăк квалификациллĕ специалистсем. Вĕсен йышĕнче пĕрремĕш тата аслă категориллĕ врачсем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕсем 5, медицина наукисен кандидачĕсем 4. Çавăн пекех 2 профессор. Филиалсемпе представительствăсем йĕркелени республикăра пурăнакансене пахалăхлă çăмăллăхсем илме май пачĕ. Ахальтен мар пирĕн полиспа паян Чăваш Енре пурăнакан 1 миллион ытла çын усă курать. Çакна палăртмалла, "Шупашкарти страхлакан больница касси" ĕçлемен халăха çеç мар, Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсене те страхлать. _ Маргарита Никаноровна, çĕнĕ условисенчи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕ мĕнле? _ Иртнĕ çул медицина учрежденийĕсене эмелсем туянма, стационарта сипленекенсене апат çитерме, медицина работникĕсене ĕç укçи тỹлеме паракан укçа-тенкĕ самаях ỹсрĕ. Тĕп кăтарту çакă шутланать: пирĕн патра страхланнă çынсене сыватма эпир Шăмăршăри тĕп больницăна 8 миллион тенкĕ, стерилизатор, компьютер тата модем туянма 18 пин тенкĕ куçарнă. Больницăра выртакансене çеç тимлĕх кирлĕ мар-çке. Çак учрежденири медицина работникĕсене профилактика прививкисем тума 14 пин тенкĕ ытла куçарса панă. Çавăн пекех "Шупашкарти страхлакан больница касси" пирĕн офис валли компьютер оборудованийĕсем илме те укçа-тенкĕ расхутланă. Паян Интернет çыхăнăвĕпе усă курни кирлĕ информаципе, Шупашкарти тĕп офис докуменчĕсемпе çийĕнчех паллашма, специалистсенчен тỹрех кирлĕ консультаци илме май парать. Паллах, тумалли ĕçсем те сахал мар. Ĕçтешсем, "Шупашкарти страхлакан больница касси" МУП ертỹçисем енчен ăнланни тата пулăшу пулсан малашне тата лайăхрах ĕçлес кăмăл ỹсет. Страхланнă çынсене çирĕплетсех калама пултаратпăр: эпир паян сире çирĕп хỹтĕлеме тата лайăх медицина пулăшăвĕ пама пултаратпăр. Пирĕнпе çыхăнмалли телефон: 2-19-86.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 февраля 2006
00:00
Поделиться