ТĔЛĔНТĔМĔР, ХУЛА ПУЛЬ КУ ТЕРĔМĔР
Шăмăршă çакнашкал хитре тесе шутламан та эпир. Кунта килсе куриччен, вăл, ыттисем пекех, нимĕнпе те уйрăлса тăман ял çеç пулĕ тенĕ. Район центрĕ шутлансан та, унта администраци çурчĕпе Культура çурчĕ, шкул çеç ытти çуртсенчен кăштах уйрăмрах тăнăн туйăнатчĕ... Çук иккен, хытах йăнăшнă эпир.
Чăнах та, пĕрле вĕренекен танташăмăр _ Шăмăршă хĕрĕ Таня Столярова хăй çуралса ỹснĕ Шăмăршă çинчен питĕ хитре, ĕнентерỹллĕ каласа паратчĕ. Хĕллехи каникулта вăл хăнана чĕнсен, хаваспах килĕшрĕмĕр. Çакăншăн вара пĕрре те ỹкĕнместпĕр _ пирĕншĕн çĕнĕ тĕнче уçăлнăнах туйăнчĕ.
Автостанцире автобусран ансанах тỹрех çакă курăнчĕ: Шăмăршă пачах та эпир маларах шутланне пек мар иккен. Таса та тирпейлĕ урампа утнăçемĕн, унăн илемĕ, хăйне евĕрлĕхĕ кашни утăмрах тенĕ пекех яр уççăн курăнчĕ. Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем, обществăлла çурт-йĕрсем хуларинчен пĕрре те кая мар _ архитектура тĕлĕшĕнчен, тен, лайăхрах та. Çĕнĕ çул умĕн район центрне тĕрлĕ майпа пĕлсе те вырăнлă илемлетни те калама çук савăнтарчĕ, кăмăла çĕклерĕ _ Шупашкар аякра тăтăр!
Ахăртнех, çу кунĕсенче Шăмăршă симĕс йывăçсем айĕнче ларать пулĕ: çăкасем _ кашни урамрах. Район центрĕ витĕр иртекен Çĕрпỹ-Сызрань автотрасса икĕ енĕпе _ ятарлă аллейăсем. Ятарласа хатĕрленĕ чечек клумбисене те темиçе çĕрте асăрхарăмăр.
Шăмăршă _ аталанса, çĕнелсе пыракан ял. Вăл чăннипех те республика хапхи. Кун-каçа ун витĕр çĕршер автомашина, вуншар автобус иртет, çĕршер те çĕршер çын Шăмăршăпа киленсе ун манăçми илемне ĕмĕрлĕхех асра хăварать.
Çыннисем те кăмăллă, тараватлă кунта. Пытармастпăр: эпир танташăмăрăн кукамăшĕпе кукашшĕ _ Зоя Николаевнапа Вячеслав Кириллович Захаровсем пек лайăх çынсене урăх курман, Таньăн ашшĕ-амăшĕ те пире хапăл пулчĕç.
Вячеслав Кириллович _ интереслĕ, район историне лайăх пĕлекен çын. Вăл пире хăй пуçарнипе йĕркеленĕ истори музейне илсе кайса кăтартрĕ, Шăмăршăри хитре те паллă вырăнсемпе паллаштарчĕ. Тỹрех калатпăр: Шăмăршăри пек чаплă ипподром çĕршывра та сахал-тăр.
Хĕллехи Шăмăршă вăрманĕ те пире питĕ килĕшрĕ. Район çыннисем çут çанталăк илемне, пуянлăхне упрама пĕлеççĕ иккен, вĕсене килес ăрусем валли сыхласа хăварма тăрăшаççĕ. Чăннипех савăнтарать çакă.
Питĕ килĕшрĕ пире Шăмăршă: ялта мар, пĕчĕк хулара пулса курнăнах туйăнчĕ.
_ Çулла килсе курăр пирĕн тăрăха, - терĕç уйрăлнă май Зоя Николаевнăпа Вячеслав Кириллович. _ Ун чухне вăл çĕр хут, пин хут илемлĕрех _ пĕр килсен, каяссăр та килмĕ.
Ĕненетпĕр вĕсене. Йыхрава вара хапăлах: çуллахи ешĕл тумлă, чечеклĕ Шăмăрша çитетпĕрех.