Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирĕн ентеш

 _ "Мисси посолĕ" Тверь облаçне кĕрет Калязин районĕ. Вăл 330 ялпа поселока пĕрлештерсе тăрать, унта 23,8 пин çын, вăл шутра Калязин хулинче 14,6 пин çын пурăнать. Районта промышленность, предпринимательство, ял хуçалăхĕ, культурăпа сервиз, туризм ăнăçлă аталанса пыраççĕ.

Мĕншĕн çыратăп-ха çакăн пирки? Сăлтавĕ вара çук мар _ асăннă района 2004 çултанпа пирĕн ентеш К.Ильин ертсе пырать. Константин Геннадьевич Ильин шăпах 45 çул каялла пирĕн районти Ярăслав ялĕнче çуралса ỹснĕ. Васанти вăтам шкултан вĕренсе тухсан вăл Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче пĕлỹ илнĕ, зоотехник дипломне алла илнĕ. Çакăн хыççăн çамрăк специалиста Тверь облаçĕнчи "Хĕрлĕ ялав" колхоза ĕçлеме янă. Анлă тавракурăмлă, ĕçчен те тăрăшуллă, халăх хисепне тивĕçнĕ ăста специалиста район ертỹçисем те асăрхамасăр тăма пултарайман _ ăна кĕçех колхоз председателĕн йывăр лавне кỹлнĕ. Çирĕм çул ытла шанчăклăн тытса пынă хуçалăх тилхепине пирĕн ентеш, колхоза малалла аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Вăл ертсе пынипе "Семендяевский" ял хуçалăх предприятийĕ пурнăç арăш-пирлĕхĕнче те çухалса кайман, облаçра чи лайăххисенчен пĕри шутланнă.

К.Ильин пĕр хушă "Калязинский льнозавод" акционерсен обществин директорĕсен канашĕн председателĕнче, кредит кооперативĕн ертỹçинче те тăрăшнă. Шанса панă ĕçе яланах яваплăха туйса пурнăçланă ентешĕмĕр. Ял хуçалăхне малалла аталантарас ĕçри ỹсĕмсемшĕн ăна губернаторăн тата облаçри законодательнăй пухăвăн Хисеп грамотисемпе чысланă. Вăл, çавăн пекех, 1996 çулта "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденăн II степень медальне те тивĕçлĕ пулнă, ăна Раççейри пĕчĕк хуласен ассоциацийĕн членне суйланă. Константин Геннадьевич 1997 çултанпа Тверь облаçĕн законодательнăй пухăвĕн депутачĕ, ял хуçалăх тата промышленность енĕпе ĕçлекен комитет ĕçне хастар хутшăнать, унăн икçĕр ытла сĕнĕвне пăхса тухса йышăннă.

2005 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче район пуçлăхĕ çав тери пысăк чыса тивĕçнĕ: Константин Геннадьевич Ильина Пĕтĕм тĕнчери преступноçпа терроризма хирĕç кĕрешекен Комитет тата Халăхсем хушшинчи ыркăмăллăх миссийĕн фончĕ йышăннине "Мисси посолĕ" хисеплĕ ят панă, ылтăн медальпе тата ылтăн кубокпа наградăланă. Асăннă наградăсене ентешĕмĕре Тĕнчери халăхсен академийĕн академикĕ В.Сокоцкий, ИКОКРИМ генералĕ, Ыркăмăллăх фончĕн президенчĕ В.Аксельрод панă. Тĕнче пĕлтерĕшлĕ пысăк наградăсене Тверь облаçĕнче халлĕхе пĕртен пĕр çын çеç, пирĕн ентеш тивĕçни _ чăннипех те пысăк чыс. Çакă пире те калама çук савăнтарать. Сăмах май, халиччен ку наградăсене патшалăхсен ертỹçисене, политика деятелĕсене çеç панă.

Халĕ Константин Геннадьевич та çĕршывĕпех паллă Павел Бородинпа, Аман Тулеевпа, Ирина Роднинапа, Валентина Матвиенкопа пĕр шая çити çĕкленме пултарчĕ. Константин Геннадьевич Ильин çитĕнĕвĕсемшĕн ял-йыш та, ăна вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă учительсем те чун-чĕререн савăнаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ. Ентешĕмĕр чăваш ятне яманни, ăна тата çỹлерех çĕклени _ тăван районăмăршăн та чăннипех пысăк чыс мар-и вара?



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 февраля 2006
00:00
Поделиться