Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЛАЙĂХ ВĂРЛĂХПА КĂНА ПАРĔ ТУХĂÇНЕ АНА

Шартлама сивĕсем хыçа тăрса юлчĕç ĕнтĕ. Нарăс хĕвелĕ çỹлтен çỹле хăпарнă май, çут çанталăк, ерипен пулсан та, хăйĕн çуркунне паллисене кăтартма хăтланать. Çак тапхăр _ хресченшĕн те лăпланса лармалли вăхăт мар: умра çур аки-çке, ĕççине хатĕрленес пулать. Çак кунсенче пирĕн корреспондент агропромышленность комплексĕнчи предприятисемпе обществăлла инфраструктурăна, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен пайăн тĕп агрономĕпе В.Севрюгинпа курса калаçнă, вăрлăхсен ыйтăвĕпе интересленнĕ.

_ Тĕпрен илсен, вăрлăхсем çитмелле, - тенĕ Вадим Петрович.

_ Кăçал çĕрсене хуратса хăварма вĕсем 18 пин центнер кирлĕ пулсан, паянхи кун тĕлне кондициллĕ вăрлăхсем 12 пин центнера яхăн шутланаççĕ. Анчах çакăнпа ĕç чарăнса ларнă теме çук, çанталăк условийĕсем лайăхлансах пыраççĕ. Вăхăт та васкатать темелле.

 _ Çавах та, Вадим Петрович, çур акине хатĕр хуçалăхсем пур-и?

_ Вăрлăхсене илес пулсан _ пур. "Искра" СХПКра, "Колос" агрофирмăра тата "Луч" ЗАОра тĕштырă вăрлăхĕсем 100 проценчĕпех кондициллĕ. Ку тĕлĕшпе "Агродор", "Шанс" хуçалăхсенче те лару-тăру лайăхлансах пырать. Вăрлăхсене тасатассипе "Восход" СХПКра та лайăх ĕçлетчĕç, анчах шартлама сивĕсене пула ĕçе вăхăтлăха чарма тиврĕ. Паян-ыран хуçалăхра çак ĕç тепĕр хут пуçланать. Паха вăрлăхсем çеç акасшăн чаткассем.

 _ Тĕрĕс ĕнтĕ: хывăх акса тухăçлă пулаймăн. Анчах медаль те икĕ питлĕ теççĕ-ха та...

 _ Хурине шурă тееймĕн, паллах. Паянхи куна илсен, "Исток", "Нива", "Карлинская", "Яблоневка" хуçалăхсенче вăрлăхсене сортлама пуçăнаймарĕç-ха. Малтанласа сивĕсем самаях чăрмантарчĕç. Çак кунсенче çеç-ха вĕсенче тепĕр хут пултăмăр. Асăннă хуçалăхсенче халĕ вăрлăх тасатакан ятарлă звеносем йĕркеленĕ, машинистсем сортировкăсене тепĕр хут тĕрĕслеççĕ, кăлтăксене пĕтереççĕ. Апла пулсан, паян-ыран лав вырăнтан хускалмаллах. Кондициллĕ вăрлăхсем кирлин çурри ытлараххине çеç шута илсен, ĕçлемелĕх пур.

_ Вăрлăхсене çĕнетес, çĕнĕ сортсем туянас ыйту мĕнлерех тăрать тата?

 _ Кăçал "Карлинская", "Агродор" хуçалăхсенче тулă вăрлăхĕсене çĕнетес шутлă. Çав вăхăтрах "Агродор" пăрçа та туянасшăн. "Нивăра" та вăрлăхсем кивелсе çитрĕç темелле _ çĕнетме, пысăкрах репродукциллисене туянма вăй çитерейсен тем пекех лайăх пулнă пулĕччĕ те. Хуçалăхра çакна шута илессе тем пекех шанас килет.

_ Тен, тĕштырă вăрлăхĕсем хамăр районтах пур? Иртнĕ çулсенче хуçалăхсем пĕр-пĕрне пулăшас ырă йăла та пурччĕ.

 _ Тĕрĕс, таçта аякка кайма кирлĕ мар. "Яблоневкăра" лайăх пахалăхлă тулăпа пăрçа, урпа, "Восходра" тулăпа сĕлĕ, "Искрăра" тулă, урпа тата сĕлĕ вăрлăхĕсем сутмалăх та çитеççĕ. Çавăн пекех, Çĕрпỹри сăнав хуçалăхĕнчен Ирень сортлă тулă туянма май пур. Вăл пирĕн тăрăхшăн çĕнĕ сорт шутланать, клейковина виçи пысăк пулнипе уйрăлса тăрать. Тухăçĕ те начарах мар _ кашни гектартан вăтамран 30-шар центнер ытларах та тухать. Иртнĕ çул районти хуçалăхсен ертỹçисемпе агрономĕсем Чĕмпĕрти Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕн опытпа сăнав участокĕнче пулса туллăн çĕнĕ Землячка сорчĕпе паллашнăччĕ. Пирĕн тăрăхра ку сортăн та малашлăхĕ пысăк. Ытти сортсем те çителĕклех _ пĕр чăрмавсăр туянма пулать.

_ Вадим Петрович, паян уйрăмах канăç паман ыйту _ кĕр калчисем. Шăнса сиенленмерĕç-ши вĕсем кăçал?

_ Татасах калама йывăр, çавăнпах шанăçа çухатас килмест. Ытти регионсемпе танлаштарсан, пирĕн енче юр хулăнăшĕ хулăнран пек туйăнать. Республикăран паракан прогнозсем тепĕр чух иккĕленỹ те кăларса тăратаççĕ. Анчах, тỹрех каламалла, вĕсене халлĕхе татăклă пĕтĕмлетỹ теме çук. Хуçалăхсенче кĕр калчисем мĕнлерех хĕл каçнине тĕрĕслеме тытăнчĕç. Результатсем çитес вăхăтрах паллă пулĕç. Сăнавсем вара çакна çирĕплетеççĕ: пирĕн тăрăхра кĕр калчисем сивĕпе питех сиенленмеççĕ, вĕсемшĕн çурхи шыв-шур çеç хăрушлăх кăларса тăратать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 февраля 2006
00:00
Поделиться