Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЙĔЛМЕ ЙĔЛТĔР СЫРТĂМĂР, КАЙРИ МАЛТА ПУЛТĂМĂР...

"Сĕм-сĕм вăрман, сĕм-сĕм вăрман, мĕншĕн хытă шавлатăн?.." Паллах, Шăмăршă тăрăхĕнче сĕм вăрман çук, анчах йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ кунхине хырлăх çынсен сассипе кĕрлесе çеç тăчĕ. "Шăмăршăри издательство çурчĕ" ПУП "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртăвне хутшăнма кăмăл тăвакансем пит-куçа чĕпĕтме пăхакан Хĕл Мучирен те хăрамарĕç. Спортсмен çанталăка пăхса тăрать-и вара?

 Вăрман уçланкине пухăннă йĕлтĕрçĕсене саламласа, ăнăçу сунса "Шăмăршăри издательство çурчĕ" ПУП директорĕ-тĕп редакторĕ Б.В.Мишкин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Н.Обаськин "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 37-мĕш хут иртекен спорт уявĕ уçăлнине пĕлтерчĕç, пĕрремĕш старт пачĕç.

Кăçалхи спорт уявне йĕлтĕр спорчĕн районти ветеранĕсем пуçларĕç. 51 çултан аслăрах хĕрарăмсенчен Шăмăршă ял тăрăхĕн йĕлтĕрçи Н.Харлампьева сумлă парнене тивĕçрĕ. Сăмах май, Нина Петровна пĕр çул та ăмăртуран пăрăнса юлман, кашнийĕнчех çĕнтерỹçĕсен йышĕнче вăл. Финиша иккĕмĕш Н.Сетриванова (районти шалти ĕçсен пайĕ), виççĕмĕш Ю.Ермолаева (райадминистраци) çитрĕç. В.Шуряков (Шăмăршă ял тăрăхĕ) арçынсем хушшинче мала тухрĕ. Çулĕсем самаях пулин те, унра çамрăк чухнехи вăй-хал тапса тăни савăнтарать. Ун хыççăн дистанцие П.Ильдяков (Кивĕ Чукал ял тăрăхĕ), П.Угасин (райадминистраци) вĕçлерĕç. Вĕсем те яш вăхăтри хастарлăха çухатасшăн, йĕлме йĕлтĕрсенчен уйрăласшăн мар-ха. Тĕрлĕ ỹсĕмри спортсменсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнăран ăмăртусем интереслĕ пычĕç, вĕсен çивĕчлĕхĕ ỹсрĕ.

19-30 çулхи хĕрарăмсен ушкăнĕнче чи лайăх вăхăт кăтартаканĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн командинчи Н.Макарова пулчĕ. Наталия хăйĕнпе пĕрле старта тăнисене самаях хыçала тăртаса хăварчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Анат Чаткас ял тăрăхĕн командинчи Р.Синелевапа М.Мартынова йышăнчĕç. Арçынсенчен вара хальхинче Анат Чаткасри П.Самсоновран хăвăртрах чупаканĕ пулмарĕ. Шăмăршă ял тăрăхĕн командинчи Э.Никифоров финиша иккĕмĕш çитрĕ. Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн йĕлтĕрçин Ф. Ильдяковăн виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ.

31-40 çулхисен ушкăнĕнчи ăмăртусем те хĕриртрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче "Елочка" санатори-профилактори командинчи Н.Ларионова финиша пĕрремĕш çитрĕ. С. Ивановапа (Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ) Т.Корчакова (Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕ) дистанцие иккĕмĕшпе виççĕмĕш вĕçлерĕç. Çак ушкăнри арçынсенчен Ю.Ермолаев (Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕ), А.Михайловпа В.Антонов (иккĕшĕ те Шăмăршă ял тăрăхĕ) та малти виçĕ вырăна йышăнса парнеллĕ пулса тăчĕç, Дипломсене тивĕçрĕç.

41-50 çулхисем ăмăртнине те пăхса тăма кăмăллă пулчĕ. Хĕрарăмсенчен Шăмăршă ял тăрăхĕн командинчи Е.Шумилова _ пĕрремĕш, Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн йĕлтĕрçи Н.Судукова _ иккĕмĕш, "Елочка" санатории-профилактори командинчи Н.Поликарпова виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç, хăйсен ушкăнĕнче çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Арçынсем хушшинче районти шалти ĕçсен пайĕн командинчи В.Дмитриев финиша пĕрремĕш вирхĕнсе çитрĕ. Ю.Михайлов (Шăмăршă ял тăрăхĕ) _ иккĕмĕш, В.Бондареев (Пуянкасси ял тăрăхĕ) _ виççĕмĕш.

Районти шкулсенче вĕренекенсем те "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатлă пулассишĕн старта тухрĕç. Кăçал шкул командисене уйрăммăн палăртса хакламарĕç, хĕрсемпе каччăсем кăтартнă результатсем шкул вырнаçнă ял тăрăхĕн командисен шутне кĕчĕç. Апла пулсан та ăмăртусем питĕ хĕрỹ пулчĕç, уйрăмах физкультура вĕрентекенĕсем хăйсен вĕренекенĕсемшĕн пăшăрханчĕç. Малти вырăнсене хĕрсенчен А.Янгалакова (Пуянкасси шкулĕ), А.Зыкова, А.Данилова (иккĕшĕ те Анат Чаткас шкулĕ), каччăсенчен чаткассем _ А. Петров, М.Зыков, А.Матвеев пайларĕç.

Кашни ушкăнра ăмăртнă йĕлтĕрçĕсен пĕтĕмĕшле результачĕсене шутласан, ял тăрăхĕсен тăхăр командинчен пĕрремĕш вырăна шăмăршăсем, иккĕмĕшне анатчаткассем, виççĕмĕшне пуянкассисем йышăнни паллă пулчĕ. Организацисемпе предприятисем хушшинчи 8 командăран шалти ĕçсен пайĕ, райадминистраци, "Елочка" санатории-профилактори малти виçĕ вырăна тухрĕç.

Ăмăртăва килнĕ йĕлтĕрçĕсене хавхалантарса, вăй парса район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Н.Обаськин (мĕн пуçласа вĕçне çитичченех) тăчĕ. Георгий Николаевича "Шăмăршăри издательство çурчĕ ПУП тав тăвать, çирĕп сывлăх сунать. Çавăн пекех ăмăртăва йĕлтĕрçĕсене илсе килме майсем тупнăшăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, районти организацисемпе предприятисен, учрежденисен ертỹçĕсем, вĕри чейпе хăналанăшăн райпо тата вăрман уçланкине çити çул уçса панăшăн Шăмăршăри ДРСУ ĕçченĕсем те хисепе тивĕç. Ăмăрту ăнăçлăхĕ вĕсенчен те килчĕ.

Сивĕ çанталăка пăхмасăр, ывăннине пĕлмесĕр йĕрке туса тăнăшăн судьясене кашнине ятран асăнсан та ытлашши пулмĕ. Кашни спорт ăмăртăвĕнчех вĕсен пархатарлă ĕçĕ курăнать. Акă, ăмăрту судйисем: ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вăй хуракансем С.Хафизов, М.Яковлев, В.Антонов, райадминистрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин, спортпа культура пайĕн специалисчĕ А.Вазанов кăçал та тимлĕ пулчĕç, çавна май хирĕçỹсемпе тавлашусем те сиксе тухмарĕç темелле.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 февраля 2006
00:00
Поделиться