Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тутă пулччăр кайăксем

Хĕллехи сивĕ кунсенче кăсăясем кантăкран шакканине курнах ĕнтĕ эсир. Хĕрлĕ пĕсехеллĕ уйăпсем те çынсенчен шикленсех каймаççĕ _ вĕсене вил-çурт таврашĕнче асăрхама, курма пулать. Ахальтен мар çакă: çунатлă туссем пиртен пулăшу ыйтаççĕ, хăйсене хĕрхенессе шанаççĕ. Вĕсем çапла калассăнах туйăнать:

_ Халĕ эсир пире пулăшсан, кайран эпир сире пин хут ырăпа тавăрăпăр.

Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, хĕллехи тапхăрта вĕçен кайăксем сивĕсене пула мар, апат çукран выçăпа нумай вилеççĕ. Кăсăясенех илер-ха. Вунă кăсăяран кашни çиччĕмĕш-саккăрмĕшĕ çуркуннене кĕтсе илеймест. Вĕсене сыхласа хăварасси вара пиртен те нумай килет.

Ăнланатпăр-и-ха вĕсене? Пур чухне те мар çав. Сад пахчисене е ытти çĕре пăхăр-ха: пур-и вĕçен кайăксем валли сырăшсем? Ытла та сахал иккен, е, пытармасăр каласан, çукпа пĕрех темелле. Ĕçĕ ытла кăткăсах та мар-çке, материал та питех кирлĕ мар: тĕрлĕ йышши пушă хут-картон коробкăсемпе ещĕксем _ хăйсемех хатĕр сырăшсем. Ỹркенер мар-ха, апла пулсан, вĕсене çунатлă туссем йышлă пухăнакан вырăнсене çакса тухар.

Уйăпсемпе кăсăясем валли апачĕ те нумай кирлĕ мар. Тĕш-тырă, тĕрлĕ кĕрпе, çăкăр тĕпренчĕкĕ, апат юлашкисем _ сивĕ хĕл кунĕсенче вĕсемшĕн чăн-чăн çăлăнĕç. Кăсăясем, пĕлетĕр пулĕ, сало та юратаççĕ. Анчах çакна манмалла мар: вăл тăварлă ан пултăр. Сало тенĕрен, ăна вăрмантан яла вĕçсе килекен ула таккасем те кăмăллаççĕ.

 Сырăшсене çакнă чух çакна та шута илмелле: вĕсем патне кушаксем пыма ан пултарччăр. Сырăшсем хỹтĕ вырăнта пулни тата лайăхрах. Апат пуррипе çуккине те кашни кунах тĕрĕслесе тăмалла, хушса памалла.

Хăшĕсем çерçисене сырăшсем патĕнчен хăвалама, пистерме хăтланаççĕ, çак кайăксен усси çук тесе шутлаççĕ. Тĕрĕс мар ку: çут çанталăкра кашни вĕçен кайăкăн хăйĕн вырăнĕ, усси пур. Çерçисем те çак шутах кĕреççĕ. Ытти çунатлă туссем пирки те çакнах каламалла. Апат çисе тăраннă кайăксем сад пахчинчи йывăçсем çинче турат çинчен турат çине сиКкелеççĕ. Вĕсен хаваслă сассисем шăнкăр-шăнкăр çуркуннеНЕ, хаваслă çу кунĕсене аса илтереççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 февраля 2006
00:00
Поделиться