Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Картиш тулли выльăх пултăр, килти хуçалăх аталантăр

ЯЛ çынни выльăх усрамасăр пурăнаймасть. Акă, хамăр районта та выльăх-чĕрлĕх продукчĕсен 70 процентне ытла килти хушма хуçалăхсем туса илеççĕ.

"Вырăнти влаç тивĕçĕ _ хресченсене тĕрев парасси, вĕсене рынок условийĕсене хăнăхма пулăшасси, - палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. _ Вырăнсенче пĕрлешỹсемпе фермер хуçалăхĕсене çеç мар, уйрăм çынсен хуçалăхĕсене те ял хуçалăх продукцине туянассине йĕркелесе, çăмăллăхлă вăхăтлăх кредитсем парса, ăратлă выльăх, элита вăрлăх тата техника туянма кредит парса пулăшмалла".

 Шăпах çак енĕпе ĕçлеме ĕнтĕ Шăмăршă район администрацийĕ ял хуçалăх аталанăвне пулăшакан фонд туса хунă, унăн директорĕ пулма Н.В. Егорова çирĕплетнĕ.

 Паян хăш пуçлăх патне çын нумай пырать тесе ыйтсан, Н.В.Егорова чăн малтисен шутĕнче асăнмалла. Ирпе сакăр сехетрен пуçласа 17 сехетченех çын татăлмасть унăн ĕç пỹлĕмĕнчен. Ял çыннисем килти хушма хуçалăха аталантармашкăн патшалăхран кредит илме документсем йĕркелеççĕ.

Мĕнлерех кредит-ха вăл тата ăна кама параççĕ? Н.В.Егоров ман ыйту çине çапла хуравларĕ: çак кредита, наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, ял çыннисене килти хушма хуçалăха аталантарма, уйрăммăн илсен вара выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме параççĕ. Çак укçапа ăратлă выльăх тата тырă е комбикорм туянма, вите е кормоцех тума май пур. Граждансем 4 процентлă кредита 300 пин тенкĕ таранах илме пултараççĕ. Кредита пĕтĕмпех тỹлесе татмалли вăхăт _ 3 çул. Кирлĕ документсене хатĕрленĕ хыççăн, кредит илес текен çыннăн перекет банкĕпе килĕшỹ тумалла.

Документсем, чăнах та, нумай хатĕрлемелле. Заявка çырнисĕр пуçне, ĕç вырăнĕнчен мĕн чухлĕ таса тупăш илнине е пенси фондĕнчен мĕн чухлĕ пенси илнине çирĕплетекен справка, килти хуçалăха аталантарма çĕр лаптăкĕ пуррине ĕнентерсе ял тăрăхĕ панă свидетельство копийĕ тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ходотайстви, ытти документсем те тăратмалла. Вĕсем пирки сире фондра тĕплĕн ăнлантарса парĕç. Документсен ксерокопийĕсене те кунтах тăваççĕ.

Заемщикăн паспортне хатĕрлесси _ чи кăткăсси. Вăл пилĕк пайран тăрать: заемщик анкети, килти хушма хуçалăх характеристики, килти хуçалăхăн производствăпа экономика кăтартăвĕсен расчечĕ, кредит илнин условийĕсемпе параметрĕсем, справка информацийĕ.

Производствăпа экономика кăтартăвĕсене тата килти хушма хуçалăх тупăшĕсене банк çирĕп шута илет, мĕншĕн тесен тупăшлă ĕçлени кредита тлесе татмалли тĕп çăлкуç шутланать. Документсем нумай хатĕрлемелле пулсан та, хăрама кирлĕ мар. Фондра сире хапăл тусах пулăшаççĕ, мĕн пĕлменнине вĕрентеççĕ. Кун пек пĕчĕк процентлă кредит ял çыннине халиччен нихăçан та паманнине шута илсен, хут çырса тар тăкнин усси пурах. Çакна документсене хатĕрлес ĕçе вĕçленĕ В.Трофимов, Г.Идрисова (Шăмăршă), Н.Антонов (Пуянкасси), А.Тюнюков (Кивĕ Чукал) тата ытти çынсем те çирĕплетрĕç. Апла пулсан, патшалăхран çăмăллатнă кредит илсе выльăх-чĕрлĕх ытларах усра, ял çынни. Нуши нумай пулсан та, укçа ĕçлесе тума та май пур.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 февраля 2006
00:00
Поделиться