АЧАСЕНЧЕ ЯВАПЛĂХ ТУЙĂМНЕ АТАЛАНТАРАССИ
Эпир, ашшĕ-амăшĕсем, ачасем пире итлеччĕр, мĕн хушнине пурнăçлаччăр, тесе тăрăшатпăр. Вĕсем килте уроксене хатĕрленни, кил-çурта тирпейлеме, хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама пулăшни пире питĕ савăнтарать. Ачасенче яваплăх туйăмне аталантарассине мĕнле майпа туса пымалла-ха?
Калăпăр, ачана хăйĕн пỹлĕмне тирпейлесе тăма хушасшăн эпир. Тасалăх сывлăхшăн усăллă пулни, тусан пĕрчисем организма лексе сиенлени, тирпейлĕх пỹрте илем кỹни пирки ачана тĕплĕн ăнлантармалла. Хуçалăхри ытти ĕçсене тумалла пулсан та, вĕсен пĕлтерĕшĕ çинчен каламалла. Ача вăл е ку ĕçе пурнăçламасан, ăна урамра выляма е телевизор умне ларма ирĕк памалла мар. Шкултан парса янă заданисемпе ача мĕнлерех ĕçленине те тĕрĕслесе тăмалла. Çапла майпа ача ашшĕ-амăшне итлеме хăнăхать, унра яваплăх туйăмĕ çуралать.
Ачасене итлеме тата яваплăха туйма кунран-кун хăнăхтарса пымалла. Пирĕн обществăра итлемесĕр, яваплăха туймасăр пурăнма май çуккине тĕплĕн ăнлантармалла. Пурнăçра палăртнă правилăсем пур. Сăмахран, водитель машинăпа çулăн хăш енĕпе каяс тет, çавăнпа кайсан, мĕн пулĕччĕ?
Аслисене пĕр сăмахсăр итлеме хăнăхтарни те _ начар пулăм. Ачасене табак туртассинчен, алкоголь шĕвекĕсем ĕçессинчен, наркотиксемпе усă курассинчен хỹтĕлес тесен, вĕсене хăйсем тĕллĕн шухăшлама та вĕрентмелле. Таса мар чунлă çынсем сиенлĕ йăласемпе çыхланма сĕнсен, ачасен хăйсем тĕллĕн кирлĕ йышăну тума, тарăннăн шутласа илсе, вĕсенчен вăхăтра пăрăнма пĕлмелле.
Яваплăх _ умри задачăна тĕрĕс ăнланни (мĕн тумалла, мĕнле тумалла?). Çакна вара ачапа пĕрле сỹтсе явмалла.
Ашшĕ-амăшĕн тĕллевне ача пурнăçлама килĕшни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Килĕшỹ _ ашшĕ-амăшне итлени кăна мар, вăл яваплăха та туйтарать.
Ачари яваплăх шайне виçĕ майпа йĕркелеме пулать. Пĕрремĕшĕ _ ача пулăшуçă пулса тăрать. Вăл хушнă ĕçе тума вĕренет. Ăна, паллах, пулăшмалла е пĕрле ĕçлемелле. Иккĕмĕшĕ _ ачана ĕç пирки аса илтерсе тăмалла, кайран тĕрĕслемелле. Виççĕмĕшĕ _ ача хăй тĕллĕн шутлама вĕренни. Пур ачасем те тĕрлĕрен. Вĕсенче яваплăх та тĕрлĕ майпа аталанса пырать. Анчах та ашшĕ-амăшĕсем тăрăшсан, ачасемпе çине тăрса ĕçлесен, вĕсене куçран вĕçертмесен палăртнă тĕллеве чыслăн пурнăçласа пыма пулать.