Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇРЕ ХИСЕПЛĔ, ЯЛТА ЫР ЯТЛĂ

Вĕрентекен... Çак сăмаха илтсенех куç умне кунне-çĕрне пĕлмесĕр ачасемшĕн тăрăшакан çын тухса тăрать. Вăл хăй ăс паракан ачасенчен çĕр-шыва юрăхлă, хальхи саманара хăйĕн вырăнне тупма пултаракан çын тăвас тесе нумай вăй хурать. Çакăн пек вĕрентекенсенчен пĕри _ Г.Тридворнов. Вăл 1956-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Кивĕ Чукал ялĕнче çуралса ỹснĕ. "Кукаçей, Егор Павлович, пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисенче çапăçнă.

Вăл Космовский полкĕнче пулнă. Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи тытăнсан фронта кайнă. Киле таврăнайман вăл. 1944-мĕш çулта паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Хĕлип кукка та çак вăрçăрах пуçне хунă. Аттене ас тумастăп. Эпĕ пĕррере чухне вăл пиртен уйрăлнă. Мана кукамайпа анне пăхса ỹстернĕ. Хĕр арăмсем пулсан та ĕне усратчĕç. Анне уй-хир бригадинче те, фермăра та хастарччĕ. Пысăк уявсенче ăна грамотăсем, парнесем паратчĕç. "Хисеп пали" орден илме те тивĕçлĕ пулнă", - каласа парать Геннадий Петрович.

 Çичĕ çул тултарсан Гена шкула çỹреме пуçланă. Кĕнеке вулама юратнă, лайăх вĕреннĕ. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă вăл: кĕске дистанцие хăвăрт чупнă, футбола выляма юратнă. Мечĕкпе кеда илес тесе юлташĕсемпе пĕрле Чĕмпĕр облаçĕнчи Сартумкка ялне чĕкĕнтĕр çумлама çуран çỹренĕ. Ачасемпе пĕрле ялти колхоз уй-хирĕнче те, йĕтем çинче те ĕçленĕ.

 Саккăрмĕш класа, вĕрентекенĕсем хистенипе, Шупашкарти физика-математика предмечĕсене анлă вĕрентекен шкул-интерната вĕренме кайма шутлать. Пысăк конкурс витĕр тухса вĕренме кĕрет, анчах амăшĕпе кукамăшĕ ăна каялла илсе килеççĕ.

1971-мĕш çулта Г.Тридворнов ялти сакăр класлă шкултан "5" паллăсемпе вĕренсе тухнă, малалла ăс пухма Канашри педучилищене кайса кĕнĕ. Вĕрентекен ĕçне суйласа илесси килти лару-тăруран та килнĕ-тĕр: вĕсем патĕнче ютран килнĕ вĕрентекенсем хваттерте пурăннă.

1975-мĕш çулта педучилищĕрен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă вăл, алла диплом илнĕ. Чирлĕ амăшĕпе ватă кукамăшне хĕрхеннипе вăл яла таврăнать, чăваш чĕлхипе литература, музыка урокĕсене ертсе пырать. 1978-мĕш çулта Чукалти вăтам шкулта географи предметне тата çар ĕçне вĕрентет. Çав вăхăтрах Чĕмпĕрти пединститутăн географи уйрăмĕнче куçăмсăр майпа вĕренет.

1983-мĕш çулта Геннадий Петрович Кивĕ Чукал вăтам шкулĕнче ĕçлеме тытăнать. 1985-мĕш çулта ăна директор çумĕ пулма çирĕплетеççĕ, 1988-мĕш çулта вара директора суйлаççĕ. Çак ĕçре 16 çул вăй хурать вăл. Çĕнĕ шкул çуртне туса хута ярас тесе нумай тăрăшать директор. Вĕрентỹ шайĕ те ỹсет, шкултан вĕренсе тухакансем ылтăн е кĕмĕл медальсене тивĕç пулаççĕ. Ĕçре Геннадий Петрович учительсен шухăшĕсене шута илнĕ, хăйĕн тĕслĕхĕпе тата лайăхрах, тăрăшарах ĕçлеме хистенĕ. Обществăлла ĕçре те хастар вăл. Ăна темиçе хут та депутат пулма шаннă. Юрлама та ăста Г.Тридворонов _ районти "Чи лайăх солист" ята тивĕçнĕ. Филармонире, оперăпа балет театрĕнче иртнĕ концертсене те хутшăннă вăл.

Хăйĕн ĕçне Геннадий Петрович питĕ юратать, вĕренекенсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупма пултарать, уроксене çỹллĕ шайра ирттерет, ĕçре яланах çĕнĕлĕх шырать.

Вĕренекенсем те ăна юратаççĕ, вĕрентекенне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Г.Тридворнов ăс паракан ачасем яланах лайăх результатсем кăтартаççĕ. Юлашки çулсенче район шайĕнчи олимпиадăсенче кăна мар, республика шайĕнче те малти вырăнсене йышăнаççĕ, ялти шкулсенче те хуларинчен начар мар вĕрентнине çирĕплетеççĕ. Сăмахран, унăн вĕренекенĕ Уськин Сергей вара республикăра çĕнтерсе Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче начар мар хỹтĕлерĕ. "Ачасем пĕлỹ патне туртăнни, вĕсем çитĕнỹсем тума тăрăшни кăмăла хăпартать, тăрăшарах ĕçлесе уроксенче пĕтĕм пултарулăха кăтартас килет", - тет опытлă педагог.

Геннадий Петрович шучĕпе, шкулăн тĕп тĕллевĕ _ вĕренме вĕрентесси. "Ача хăй тĕллĕнех кирлĕ кĕнекесем тупса вуласа тавра курăмне анлăлатма, шкулта пухнă пĕлỹпе пурнăçра усă курма пултартăр", - тет вăл.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче те Геннадий Петрович вĕренекенĕсем районти олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç: Карзанова Елена (географи), Крикина Ольга (право) 1-мĕш вырăн, Измайлов Алексей (экономика) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Килте те Геннадий Петровичăн пурте йĕркеллĕ. Педучилищĕре пĕрле вĕреннĕ, халĕ пĕр шкултах ĕçлекен Лилия Ивановнăпа килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса пурăнаççĕ. Вĕсен Егор ятлă ывăлĕ çитĕнет. Пĕрле ĕçлекенсем Геннадий Петровича 50 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлаççĕ. Чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, сурпан пек вăрăм кун-çул суннаççĕ. "Юратнă ĕçре тата нумай çул ĕçлесе çитĕнỹсем тумалла пултăр сирĕн, Геннадий Петрович", - теççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 февраля 2006
00:00
Поделиться