ÇЫРАВА ХУТШĂНСА, ЭПИР ХАМĂРА ПУЛĂШАТПĂР
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2005 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнчи 108-ФЗ номерлĕ Указĕпе "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ" Федераллă закон йышăннă. Вăл 2006 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен иртет.
Çырав тĕллевĕ: федераллă шайра ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларассин тĕп кăтартăвĕсем çинчен калакан информаци çăлкуçĕ туса хурасси, вĕсене тĕпе хурса ял уçалăх аталанăвĕн, унăн потенциалĕпе усă курассин прогнозне тăвасси; ку енĕпе статистика учечĕн системине лайăхлатасси; кашни муниципаллă йĕркеленĕвĕн аталанăвĕнчех статистика информацийĕпе усă курасси; çырав пынă май тĕнчере усă куракан практикăна ĕçе кĕртесси. Çыравçăсем илекен сведенисемпе асăннă çак тĕллевсемпе кăна, ял хуçалăх çыравĕн объекчĕсене, уйрăм çынсене тата предприятисене сиен кỹрес мар тесе усă курĕç.
Çырава хутшăннисене тата çырав хучĕсене кĕртмелли сведенисене тăратассине предприятисен обязательнăй йĕркепе пурнăçламалла. Уйрăм çынсем çырава хутшăнасси обществăлла тивĕç шутланать. "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ çинчен" Федераллă законăн 12 статйипе килĕшỹллĕн ял хуçалăх çыравĕн объекчĕсем çинчен калакан сведенисем вăрттăн сведенисем шутланаççĕ, вĕсене пĕлтерме юрамасть тата вĕсемпе федераци кирлĕ пек информаци çăлкуçĕсем йĕркелеме кăна усă кураççĕ.
Перепиçе хатĕрленессипе хальхи вăхăтра районта мĕн тăваççĕ-ха?
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2005 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче 155-мĕш номерпе "Чăваш Республикинче 2006 çулхи пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленесси çинчен" постановлени йышăннă. Çак постановленипе килĕшỹллĕн Чăвашстат 2005 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче 58-мĕш номерлĕ приказ кăларнă. Республикăра çак çырава хатĕрленсе ирттерессипе Правительство комиссийĕ тата Чăвашстат комиссине туса хунă, вĕсен йышĕсене палăртнă, Положенийĕсене çирĕплетнĕ.
Ял хуçалăх çыравне йĕркелесе ярассипе ĕçсем пуçланнă.
Ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен списокĕсене тăвассипе кăткăс та яваплă ĕç туса ирттертĕмĕр. Çырав объекчĕсен списокне туса хатĕрленĕ, унта ял хуçалăх продукцийĕсем туса кăларакансен тĕрлĕ категорийĕсем кĕреççĕ: пысăк тата вăтам ял хуçалăх организацийĕсем; пĕчĕк ял хуçалăх организацииĕсем; хресчен (фермер) хуçалăхĕсем; уйрăм предпринимательсем; ял хуçалăхĕн шутланман организацисен хушма хуçалăхĕсем; ял тăрăхĕсен гражданĕсем (кил хуçалăхне тытса пыма, çурт-йĕр тума çĕр участокĕсем пуррисем, пĕрлешỹсене кĕмен çĕр участокĕсем пуррисем тата ыт. те).
Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсем çĕр участокĕсен хуçисем шутланакан е çак участоксемпе усă куракан, е выльăх-чĕрлĕх усракан граждансен кил хуçалăхĕсен списокĕсене тăваççĕ.
Списоксене статрегистра, ведомство реестрĕсене, çĕршĕн налук тỹлекенсен списокне, ветринари службин, БТИн даннăйĕсене тата ыт. те, ял тăрăхĕсенче хуçалăхсем çинчен калакан кĕнекесене тĕпе хурса йĕркелеççĕ тата тĕрĕслеççĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕсем списоксене туллин тата тĕрĕс çырни питех те пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Чăвашстатăн районти специалисчĕсем тата 2006 çулхи пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçне хатĕрленсе ирттерессипе ĕçлекен службăн штатра тăман работникĕсем хуçалăх учечĕн кĕнекисене тĕрĕс çырнине тĕрĕслеççĕ. Çакна туса хатĕрленĕ планпа килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ. Çыруçăсене пулăшса эпир хамăра хамăр пулăшатпăр, çапла вара ял хуçалăхĕнчи, ялти ĕçсем çинчен объективлă ỹкерчĕк пулĕ. Чăн кăтартусемпе кăна ял çыннисемшĕн усăллă тĕрĕс решенисем йышăнма пулать.