Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĂТĂР ÇУЛ _ МЕДИЦИНĂРА

_ Надежда Ивановна, икĕ çулхи хĕр пĕрчи апат çимест, ỹсĕрет, кайса пăхмăр-и? _ пырса кĕчĕ ир-ирех ялти медпункта çамрăк хĕрарăм.

_ Пилĕк минутранах çитĕп,- терĕ Надежда Ивановна Волкова. Вара васкаса тумланчĕ те, чирлĕ ача патне васкарĕ. Температурине виçрĕ, района шăнкăравласа васкавлă пулăшу машинине чĕнтерчĕ. Çапла, пĕртте канăç çук паян медицина ĕçченĕсен. Час-часах ял çине чирлисем патне каяс пулать. Чир-чĕр ан сарăлтăр тесе халăх хушшинче профилактика мероприятийĕсем ирттермелле, шкул ачисен умĕнче те лекцисем вуламалла. Чирлекенсен шучĕ хĕллехи сивĕ кунсенче уйрăмах ỹсет.

Надежда Ивановна Волковăна ялта палламан çын çук та пулĕ. Ваттипе ватăлла пуплет, çамрăксемпе _ çамрăкла. Мĕн чуль çынна вăхăтра пулăшу паман пулĕ вăл? Ăна ял çыннисем тивĕçлипе сума сăваççĕ, чирлисемпе яланах çепĕç калаçать. Çепĕç чĕлхе тепĕр эмелтен те лайăхрах. Январĕн 26-мĕшĕнче Н.И.Волкова 50 çул тултарчĕ. Вăл 1956 çулта Вăрнар районĕнчи Мĕлĕш ялĕнче кун çути курнă. Пилĕк ачаллă çемьере çуралнă Надя, вăталăххи пулнă. Çамрăкранах ăна медицина илĕртнĕ, çавăнпа та кỹршĕ ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Канашри медицина училищине кайса кĕнĕ. Виçĕ çул хушши вăл "медсестра" специализацине шĕкĕлченĕ, лайăх вĕреннĕ. Çĕршыва юрăхлă çын пуласчĕ тесе тăрăшнă. Алла диплом илсен, направленипе Шупашкарти пĕр ача садне ĕçлеме вырнаçнă, каярахпа, виçĕ çул иртсен, пир-авăр комбиначĕн пульницинчи хирурги уйрăмĕнче медсестрара ĕçленĕ. 1980-мĕш çулта вăл Çĕнĕ Тăрăн каччипе Владимир Волковпа пĕрлешет, икĕ ача çуратса, ура çине тăратаççĕ вĕсем. Качча килнĕ çултанпах вăл Карапай Шăмăршăри фельдшерпа акушер пунктĕнче акушерка пулса ĕçлет. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса тăвать вăл, чирлисене вăхăтра сиплеме тăрăшать. _ Надежда Ивановнăпа пĕрле ĕçлеме те кăмăллă, - тет унăн ĕçтешĕ А.Гаврилова фельдшерица. Чăнах та, Н.И.Волкова ĕçре çеç мар, ял хушшинче те хисепе тивĕçлĕ çын. Чаплă юбилей ячĕпе ăна ял-йыш та, тăванĕсем те, мăшăрĕпе ачисем те, районти пульница коллективĕ те ăшшăн саламлаççĕ. Малашне те пархатарлă ĕçре çитĕнỹсем çеç сунаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 января 2006
00:00
Поделиться