Культура ăнлав _ анлă...
2006 çула республикăмăрта Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ тесе йышăннă май, манăн татах та татах Н.В.Федоров Президент Патшалăх Канашне янă Çыру патне таврăнас, çак Çырупа районта пурăнакан кашни çыннах паллаштарас килет.
"Культура ăнлав анлă _ калаçу тата тыткаларăш культури, пирĕн бизнес кăларакан тавар пахалăхĕн культури, йăла культури тата апат çинĕ чухнехи культура, сывлăх сыхлавĕн тата тăван тавралăх культури, политика культури тата шухăшлав культури, унран уйрăм çыннăн пурнăçĕнче пурте килет!" _ палăртнă Президент Çырура. Николай Васильевич культурăна çĕклемесĕр, аталантармасăр, ăс-хакăл ỹсĕмĕсĕр малалла кайма çук тесе питех те тĕрĕс каланă.
Эпĕ калаçу тата хамăра хамăр тыткаланин культурине кăна илесшĕн. Мĕнле калаçатпăр-ха эпир, тăван чĕлхемĕре кăштах та пулин хисеплетпĕр-и? "Çук!" - тейĕттĕм эпĕ хăшпĕр çынсен, уйрăмах çамрăксен калаçăвне итленĕ май. Чăвашла-вырăсла ("винегерт чĕлхи", -тетчĕ ăна М.Р.Федотов академик) калаçнипе кăна килĕшĕпĕр, хутлă-хутлă намăс сăмахсемсĕр калаçайми те пултăмăр вĕт! Чи хăрушши _ намăс сăмах ача сачĕнчех, шкултах илтĕнме тытăнчĕ. Çырла пек чипер чăваш пикисем те усал сăмахсемсĕр калаçайми пулчĕç те, вăй питти хĕр арăмсем "мат çине мат" каланинчен мĕн тĕлĕнмелли? Пуçлăхсен пысăк пайĕ хăйсене пăхăнса тăракансене намăс сăмахсемпе ятлани те _ пытармалли япала мар, пурнăç чăнлăхĕ.
Ăçта çитĕпĕр капла, асаттесен илемлĕ те янăравлă чĕлхине шăтăк алтса ĕмĕрлĕхех пытаракансене çуратса-пăхса çитĕнтертĕмĕр-ши?
Мĕн калĕччĕ-ши пире, енчен те чĕрĕлсе тăрас пулсан, пирĕн аслă çутта кăлараканăмăр И.Я.Яковлев? Урамри, ĕçри, культура (?) учрежденийĕсенчи калаçăва илтнĕ хыççăн чĕри çурăлса кайнипе тепĕр хут вилсе выртĕччĕ.
Чĕлхе пĕтсен _ халăх та пĕтет, теççĕ. "...Ăс-хакăлсăрлăх условийĕсенче пысăк пурнăç шайĕ те çынна вилĕм патне илсе пырать. Хĕвел анăçрах куратпăр, унта пурлăх хыççăн кайса Чун çинчен, Кăмăл çинчен манчĕç, çакăн пек чухне тăнăçлăх та, ырлăх та вĕçленет", - чун ыратăвĕпе асăрхаттарса çырать Президентăмăр.
Хамăра тыткаланин культури пирки те лăпкăн калаçма çук. Пĕр-пĕрне хисеплесси, çамрăксем ваттисем умĕнче вăтанасси манăçа тухса пырать. Тỹрккес те тăрлавсăр тыткалатпăр хамăра, çынна кỹрентересси чăрт! сурмалăх анчах. Ỹстерсе каламастăп: çакнашкал ỹкерчĕксене паян кашни утăмра тенĕ пекех куратăн.
Тем пек тăрăшсан та, темле витĕмлĕ Указ йышăнсан та _ хамăр йăнăш тунине ăспа ăнланса илмесен, тỹрленме тăрăшмасан эпир культурăллă çынсем пулаймастпăр. Президент та çаплах калать: "чи кирли ăс-хакăл. Пирĕн ăс-хакăл вăйĕ кăна халăхăмăра упраса хăварма пултарать, унăн çут çанталăк сăпкине хỹтĕлет, малашнехи пурнăçа сывă ăрупа тивĕçтерет". Çак сăмахсемпе эпĕ пĕтĕмпех килĕшетĕп.