Çур аки умĕн Вăрлăх пахалăхĕ мĕнле, хресчен?
Районти хуçалăхсем çур аки валли хатĕрленĕ 20582 центнер вăрлăха лабораторире тĕрĕслеттернĕ, çавăн 10625 центнерĕ кондициллĕ пулнине, 9957 центнерĕ кондицие ларманнине палăртнă. 8949 центнер вăрлăх тасамарлăха пула, 1008 центнер шăтаслăхĕ пĕчĕк пулнипе, 1700 центнер сăвăс ернипе, 99 центнер зерновка сиенленипе кондицие ларман. Çỹп-çаплă вăрлăх уйрăмах "Яблоневка", "Мир", "Восход", "Исток" хуçалăхсенче нумай. "Яблоневка" хуçалăхра 1500 центнер вăрлăха (пĕтĕм вăрлăхăн 37 проценчĕ) сăвăс ернĕ. Çур аки çитиччен вăрлăх пахалăхне лайăхлатассишĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла, хуçалăхра çуккине ытти çĕртен туянассине йĕркелемелле. "Мĕн акатăн, çавă шăтать", - теççĕ халăхра. Çак чăнлăха никамăн та манма юрамасть.