ÇĔНĔЛЛЕ ШУХĂШЛАМА, ĔÇЛЕМЕ ТĂРĂШĂПĂР
"ÇĔНĔЛЛЕ шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" Çырупа Патшалăх Канашне тухнă хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" çинчен калакан Указа алă пусрĕ. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул умне çакă пысăк тĕллевсем кăларса тăратрĕ. Кунта халиччен те ăс-хакăл чи кирли пулни тĕп вырăнтаччĕ, паян вара Указ тата та анлăрах, тăрăшарах, тĕплĕнрех ĕçлеме хистет, умма çĕнĕ тĕллевсем, ĕçсем кăларса тăратать.
Паянхи самана ыйтакан шайра вĕрентỹ ĕçне йĕркелесси, пурнăçпа тан утасси вĕрентỹ ĕçĕнчи чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри. 2005-2006 вĕренỹ çулĕнче пирĕн шкулта _ пĕлỹпе культурăн, ырлăхпа илемĕн ытарайми тĕнчинче _ 1-11 классенче 732 ача ăс пухать. Вĕсене пур енлĕ аталаннă çын пулма воспитани парса ỹстерессинче 85 вĕрентекен вăй хурать, çак шутра 11 педагог аслă, 59 - пĕрремĕш, 15-ĕшĕ - иккĕмĕш категориллĕ. Администраципе коллектив вĕрентỹ тытăмне малалла модернизацилес тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ ĕçлеççĕ. Вĕренекенсем самана уттипе тан пыччăр тесе пуçламăш классенченех ачасене эрнере икшер сехет акăлчан чĕлхипе информатика предмечĕсене вĕрентеççĕ. Шкулта çĕнĕ йышши вĕренỹпе пурлăх базине хатĕрленĕ, чи çĕнĕ йышши вĕренỹ оборудованине 3 миллион тенкĕне яхăн кỹрсе килнĕ, 5 кабинета тĕпрен, хальхи пурнăç ыйтăвĕпе килĕшỹллĕн çĕнетсе юсанă.
Пирĕн шкула халĕ хуласенчи хăшпĕр шкулсенчен лайăхрах теме те май пур. Çитĕнекен ăру компьютер техникине алла илсе пырать, шкулти 2 кабинетра компьютер класĕсем вырнаçнă. Хальхи вăхăтра 20 вĕренекен валли çĕнĕ йышши пĕр компьютер тивет (республикăра _ 28). Шкул интернет тĕнчипе çыхăннă, хăйĕн сайт пур. Ресурс центрĕн шкулĕнче ăс-тăнлă пулма мĕнпур услови çителĕклĕ. Вĕренỹ тытăмне реструктуризациленĕ май, пĕлỹ тĕнчин çулне такăрлатма шкул автобусĕ пур. 4 ялтан _ Виçпỹрт Шăмăршăран, Энтĕрьелĕнчен, Ирçе Тĕккипе Кивĕ Шăмăршăран 81 ачана тỹрĕ те тикĕс çулпа ирхине шкула, уроксем вĕçленсен тăван киле çитерет вăл. Кунти учительсем чылайăшĕ уроксенче компьютерпа тата электронлă пособисемпе усă кураççĕ. Вĕсем пурте вĕренекенсенче пурнăç çине çĕнĕлле пăхасси, ăс-тăн, пултарулăх тата ĕç патне туртăнасси пĕчĕклех аталантăр тесе хастар ĕçлеççĕ. Çавăнпа кăçалхи вĕренỹ çулĕнче шкулта профиллĕ 3 класс уçăлнă: математика тата тĕплĕ наукăсен, агротехнологи, индустрипе технологи класĕсем. Çавăн пек классем вĕренекенсемшĕн кунта халĕрех çеç ĕçлеççĕ темелле мар, малтан та ачасем валли педагогика, физикăпа математика, гуманитари классĕсем пулнă. Иртнĕ çулсенче çакăнтан вĕренсе тухнисем çăмăллăнах чи сумлă университетсемпе институтсене, академие вĕренме кĕнĕ. Çитес вĕренỹ çулĕнче администраципе коллектив тепĕр çĕнĕ класс _ ятарлă химипе биологи классне те уçасшăн. Кунта пулас врачсем, экологсем, химиксем, биологсем, зоотехникпа выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕсем тата ытти специалистсем чăннипех те тарăн пĕлỹ илме пултарĕç. Çакна уçма хамăр шкулăн вĕренекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем çеç мар, ытти юнашар ялсенчи ачасем те сахал мар ыйтрĕç. Чăнах та, пирĕн шкул та юлашки çулсенче Тутарстанран та, Ульяновск облаçĕнчен те вĕренекенсем пур. Çĕнĕ класса килекенсем валли тарăн пĕлỹ илме пур условисем те пур: химипе биологи кабинечĕсенче хальхи çĕнĕ вĕренỹ пособийĕсемпе техника оборудованийĕ çителĕклĕ, специалистсем те анлă тавракурăмлă, паха опытлă педагогсем. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем тăрăх химипе биологи кунта чи çỹллĕ шайра _ вăтам балл химипе те, биологипе те районта пуринчен лайăххи _ 4,4 балл. Кунсăр пуçне, Р.У.Ракипов вĕрентекен ертсе пынипе химипе çулсеренех Шăмăршăри вĕренекенсем республикăри олимпиадăра та _ яланах çĕнтерỹçĕсем. Сăмахран, М.Мартыновпа Н.Тимофеева иртнĕ çулта малти вырăнсене тухрĕç.
_ Пире пĕтĕмĕшле вĕрентỹ мар, пурте паха пĕлỹ илме пултарни кирлĕ, - терĕ Л.Н.Иванова шкул директорĕ вĕрентекенсен иртнĕ канашлăвĕнче. Унта вăл пултаруллă ачасемпе çине тăрса ĕçлесси çине малашне те пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. Чăнах та, шкулта вĕренекенсем районта иртекен тĕрлĕ шайри ăс-хакăл тупăшăвĕсене хастар хутшăнаççĕ. Акă, наукăпа практика конференцине шкулта 28, районта 12 ĕç тăратнă, вĕсенчен 7-шĕ республикăра шкул чысне хỹтĕлĕç. Н.Сетнерова, Л.Макарова, И.Карсаков, Н.Любимова тата ыттисен проекчĕсем уйрăмах тĕплĕ, тарăн тĕпченине кăтартса пачĕç. Районти олимпиадăсенче те шăмăршăсем кашни предметпах тенĕ пекех çулсеренех çĕнтерỹçĕсен шутĕнче. Çапла, ыррипе çĕнни, çав вăхăтрах улшăну тапхăрĕ те сахал мар Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта. Шанас килет, шкул администрацийĕпе коллективĕ ăс-хакăл çутлăхĕн çулĕнче чăннипех те çĕнĕлле шухăшлама, ĕçлеме тăрăшĕç.