Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТАТА ТЕПĔР ДИРЕКТОР

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш çамрăкĕсен театрĕн директорĕ пулма Чăваш халăх артистне Н.В.Корчакова çирĕплетнĕ. Николай Васильевич _ пирĕн ентеш, Асанкассинче çуралса ỹснĕ. Санкт-Петербургри театр, искусство тата кинематографии институтĕнчен тата ГИТИС режиссерсен аслă курсĕнчен вĕренсе тухнă, Чăваш драма театрĕнче, çамрăксен театрĕнче ĕçленĕ, Коми Республикин академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ пулнă. Сăмах май, республикăри Вырăс драма театрĕн директорĕнче те пирĕн ентеш _ Карапай Шăмăршăра çуралса ỹснĕ В.Н.Лукьянов ĕçлет. Ăнăçу сунатпăр сире, пултаруллă ентешĕмĕрсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2006
00:00
Поделиться