Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пурин те ĕçĕсем ăнса пыччăр

"Шăмăршă хыпарĕ" хаçата питĕ юратса вулатăп. Кашни номерех чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ "Çулталăкри чи лайăх çын" конкурс çинчен вуласан, унта хамăн хушамата курсан тĕлĕнтĕм. Мала тухасса, мана халăх суйласса шанмарăм. Хаçата алăран пăрахсанах конкурс пирки аса та илмерĕм. Анчах хаçат вулакансем тăрăшсах маншăн сасăлама пуçланине пĕлсен хĕпĕртеме пуçларăм. Паллах, кашниех хăйне çывăх çыншăн сас парать ĕнтĕ. Эпĕ хам ятран мана "Çулталăкри чи лайăх çын" ята суйланăшăн, маншăн сасăлакансене чун-чĕререн тав туса çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп. хаçат редакцийĕнче вăй хуракансен те иксĕлми телейпе çĕнĕ вăй-хал пултăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2006
00:00
Поделиться