Президент Çырăвне сỹтсе яватпăр
Янăратăр-и ял уявĕ! Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырупа алла кăранташ тытсах паллашрăм, хама уйрăмах килĕшнĕ йĕркесене аялтан туртсах паллă турăм. Президент обществăн ăс-тăн никĕсĕ хавшанишĕн, хăш-пĕр çынсем, уйрăмах çамрăксем чун çинчен, кăмăл çинчен манса укçашăн кăна çуннишĕн чĕререн пăшăрханнине палăртать. "Çынсен шухăшлавне улăштармасăр, ăс-хакăлне упраса хăвармасăр тата ăна ỹстерсе пымасăр, вĕсен ăс-хакăл ỹсĕмĕсĕр пурлăх енĕпе малалла пысăк çитĕнỹсем тума çук! Çакăн пирки çĕр чăмăрĕ çинчи чи ăслă çынсем калаççĕ, этемлĕх çакна ăнланса илмесен цивилизаци пĕтесси патне илсе çитерме пултарать" _ тенĕ Н.В.Федоров Президент. Культурăпа массăллă ĕçре Николай Васильевич ялсен кунĕсене ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать. Çак уява ялта пурăнакансем кăна мар, хăнасем, унта çуралса ỹснĕ çынсем те хутшăнччĕр. Уявра ял хуçалăх ĕçченĕсене, çемье династийĕсене чысласчĕ, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесчĕ. Кашни ялăнах хăйĕн историйĕ, кун-çулĕ. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, Шăмăршă тăрăхĕнчи ялсен юбилейĕсем те çывхараççĕ, хăшне-пĕрне вара палăртмасăрах ирттерсе ятăмăр. Хамăр камне, тăвансене пĕлмен-палламан, асра тытман Йăвансене çаврăнатпăр пулмалла. Темиçе çул каялла Шăмăршăра урам уявĕсене ирттерме те тытăннăччĕ. Çĕнтерỹ урамĕн кунне ирттернине кунта пурăнакансем паян та ырăпа аса илеççĕ. Шел, йăх лайăх пуçару хăвăрт манăçрĕ, Шăмăршă ял администрацийĕ те текех уяв ирттерсе нушаланас темерĕ. "Акатуй ирттеретпĕр вĕт, ялпа урам уявĕсем мĕне кирлĕ!" - тейĕç мана ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем. Шăмăршăри Акатуй пĕтĕм район валли иртнине, унăн программи те урăхларах пулнине манар мар. Вырăнсенче Акатуй ирттерме те тăрăшмастпăр, çак ĕçе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хăйсен ертсе пымалла мар-ши? Паллах, хуть те мĕнле уява та ячĕшĕн çеç мар, тĕплĕн хатĕрленсе ирттермелле. Укçа-тенкĕ ыйтăвне спонсорсем пулăшнипе татса пама пулать. Республикăри чылай районта çапла тăваççĕ те. Ял, урам уявĕсем çынсене пĕрлештермелле, историе кĕрсе юлнă йăла-йĕркесене аталантармалла, çамрăксене патриотизм туйăмĕ çинче воспитани памалла.