НАЦИ ПРОЕКЧĔ ВĔРЕНТĔВЕ АТАЛАНТАРМА ПУЛĂШĔ
_ Пултаруллă çамрăксене грантсемпе тивĕçтермелли конкурс хăçан пуçланать? - Конкурс тĕллевĕ _ чи пултаруллисене суйласа илсе малалла аталанма условисем туса парасси. Конкурс 2006 çулхи утă уйăхĕнче пуçланать. Вăл 14-25 çулсенчи çамрăксен хушшинче иртет. Преми илме влаç органĕсем, вĕренỹ заведенийĕсем, общество организацийĕсем сĕннĕ май конкурса шкул ачисем, студентсем, аспирантсем, ытти тĕрлĕ професси çыннисем, çавăн пекех çар служащийĕсем те хутшăнĕç. 2,5 пин çĕнтерỹçĕ чỹк уйăхĕнче паллă пулать. Вĕсенчен кашнинех 60 пин тенкĕлĕх грант параççĕ. Чи лайăххисен ячĕсене çитес çул йĕркелекен даннăйсен федераци банкне кĕртеççĕ. Малашне çак банкпа усă курса ĕç сĕнекенсем хăйсене валли тивĕçлĕ специалистсем суйласа илме пултарĕç. _ Наци проектĕнче палăртнă Президент премийĕсене учительсене тата шкулсене мĕнле критерисем тăрăх параççĕ? _ Пĕлетĕр ĕнтĕ, 2006 çулта инноваци программисене пурнăçа кĕртме çĕршывра 10 аслă шкула _ 500 миллионшар тенкĕ, 3 пин шкула _ 1 миллионшар тенкĕ, 10 пин учителе _ 100 пиншер тенкĕ параççĕ. Чи лайăх шкулсем 2006 çулхи çуркунне паллă пулаççĕ, гранта вĕсем çу-çĕртме уйăхĕсенче илеççĕ, хăйсен аталану программинче усă кураççĕ. Чи лайăххисене уçă конкурспа общество экспертизин мелĕпе суйласа илеççĕ. Педагогсемпе канашласа икĕ критери палăртнă: хутшăну критерийĕ тата суйлав критерийĕ. Пĕрремĕшĕ конкурса хутшăнма май пуррине палăртать. Тĕслĕхрен, учителĕн аслă педагогика пĕлĕвĕ, шкулта тулли ставкăпа ĕçлени, 3 çултан кая мар стаж, аслă е пĕрремĕш квалификаци категорийĕ, педагогсен пĕрлĕхĕ ырлани кирлĕ. Шкулшăн хăйĕн юридици статусĕ, баланс, лицензи, аккредитаци, патшалăх _ общество управленийĕ пурри, юлашки виçĕ çулта саккуна пăснă тĕслĕх пулманни, аталану программи пурри пĕлтерĕшлĕ. Суйлав критерине инноваци аталанăвĕн кăтартăвĕсем кĕреççĕ. Учительсемшĕн ку _ шкул ачисен вĕренĕвĕпе, класс тулашĕнчи ĕç-хĕлĕпе çыхăннă çитĕнĕвĕсем, хальхи вĕрентỹ технологийĕсемпе усă курни, хăйĕн опытне сарни, педагогика конкурсĕсене хутшăнни тата ытти те. Шкулсемшĕн _ вĕрентỹпе воспитани кăтартăвĕсен пысăк пахалăхĕ, ачасен сывлăхĕн кăтартăвĕсем, хăрушсăрлăхĕ, профиль умĕнхи тата профильпе вĕрентỹ йĕркелени... Çак критерисем ял тата хула шкулĕсене, пысăк тата сахал комплектлă шкулсене, ахаль шкулсене тата гимназисемпе лицейсене конкурса пĕр тан хутшăнма май параççĕ. _ Çак проект ĕçе кĕнĕ май вĕрентỹ отрасльне пулăшмалли ытти меле пĕтермеççĕ-и? _ Наци проекчĕ вăл _ вĕрентĕве аталантармалли хушма меслет. Ку тытăма пулăшакан урăх формăсем сыхланса юлаççĕ кăна мар, малалла аталанаççĕ. Федераци программипе килĕшỹллĕн шкул автобусĕсем туянма та, шкулсен пурлăх _ техника никĕсне çирĕплетме те, библиотекăсене пуянлатма та çавăн пекех укçа уйăрса параççĕ. Дотациллĕ регионсене, ял шкулĕсене пулăшмалли ятарлă мерăсем те палăртнă. Наци проекчĕн вара тĕллевĕсемпе задачисем урăхла _ вĕрентỹре ỹсĕм никĕсне палăртса малалла аталанма пулăшасси, пурне те вăйлăрах пулма хавхалантарасси. Наци проектне икĕ çуллăха йышăннă пулсан та, вăл çак тапхăрпа вĕçленменнине палăртмалла. Малашне вăл вĕрентĕве 2006-2010 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ федераци программин пĕр пайĕ пулĕ. _ Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен педагогсене класс ертỹçи пулнăшăн пин тенкĕ хушса тỹлеме пуçлаççĕ. Ку регионсенчи халичченхи хушма тỹлевсене пăрахăçланине пĕлтермест-и? _ Класс ертỹçи пулнăшăн пин тенкĕ федераци бюджетĕнчен хушса тỹлеççĕ. Вăл регионсемпе муниципалитетсем унччен çирĕплетнĕ хушма тỹлевсене пăрахăçламасть. Вырăнти ĕç тăвакан органсене класс ертỹçи пулнăшăн хушса тỹлессине малтанхи пекех хăварма сĕннĕ. Класс ертỹçисене памалли укçана Раççей субъекчĕсен бюджечĕсене 2006 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа кашни кварталта субсиди мелĕпе куçараççĕ. Ăна пайланă чухне çак критерисене шута илеççĕ: ял шкулĕсенче класшăн яваплă учителе _ класра 14 ачаран кая мар пулсан, хула шкулĕсенче класра 25 ачаран кая мар пулсан пин тенкĕ хушса тỹлеççĕ. Паллах, ку учительсен яваплăхне ỹстермелле. Педагогăн, уйрăмах класс ертỹçин, шкула кун ирттерме мар, ĕçлеме, ачасене лайăх пĕлỹ, воспитани пама пымалла.