Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Маттурсене _ Президент стипендийĕ

Январĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров республикăри çамрăксене пултарулăхри ăнтăлушăн стипендисем парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Вĕренỹри, бизнес-проект тăвассинчи, наукăри, пултарулăхри, производствăри тата управлени ĕç-хĕлĕнчи курăмлă кăтартусемпе палăрнă пин яшпа хĕр çулталăкĕпех уйăхсерен 1000-шер тенкĕ илсе тăрĕ. Шăмăршă районĕнчен Президент стипендине илме çак çамрăксем тивĕçнĕ: Лейсен АЛЬДА, Патирек ял администрацийĕн специалисчĕ; Ольга ЗАХАРОВА, "Искра" СХПК тĕп бухгалтерĕ; Александр ИВАНОВ, "Агродор" ООО тракторисчĕ; Лилия СИДОРОВА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи иккĕмĕш курс студентки; Ильдус ФАХРУТДИНОВ, "Мир" ЗАО тракторисчĕ; Евгений ХУРАСЬКИН, "Агродор" ООО рабочийĕ; Любовь ЧУГУНОВА, "Тантăш" хаçат корреспонденчĕ; Федор ЮМАНОВ, республикăри Г.Лебедев ячĕллĕ лицей-интернатра 10 класра вĕренекен; Елена ЯКУШОВА, "Строитель" ООО юрисчĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2006
00:00
Поделиться