Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Каçарăн-ши, çĕр-анне?

 "Ял тăрăхĕнчи тĕп ресурс _ çĕр. Унăн пулăхне упраса хăварни, çĕрпе пĕлсе тата тĕплĕ усă курни _ ăнăçлă аталану никĕсĕ. Республикăра усă курман çĕрсем пур. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен вĕсене хатĕрлес енĕпе, çĕр çинче ĕçлекене тата бюджета тупăш паччăр тесе кирлĕ условисем туса пама тивĕçлĕ. Паян эпир ял хуçалăх çĕрĕсемпе питĕ те тухăçлă усă курманнине палăртатпăр. Çĕр мониторингĕн даннăйĕсем тăрăх сухалакан çĕрсен тата кĕтỹ çỹрекен вырăнсен лаптăкĕсенчен варсем пулса кайнипе республикăра çуллен пин гектара яхăн пулăхлă çĕр чакать. Çакă пысăк фермер хуçалăхне пĕтернипе танлашать. Çак ыйтăва вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен чи малтан татса памалла", - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Президент çĕрпе усă курассине тĕпрен лайăхлатма хушни, паллах, пирĕн района та пырса тивет. Ним пытармалли те çук: юлашки çулсенче çĕре анне вырăнне хурса мар, амаçури пек хисеплеме тытăнтăмăр. Аллăмăра чĕре çине хурса калар-ха: хăш хуçалăхра, хăш ял тăрăхĕнче çĕрпе тивĕçлипе усă кураççĕ? Унта та кунта акăнман лаптăксене, эрози сарăлма пуçланă вырăнсене куратпăр. "Топливо çук" тесе, хирĕ-хирĕпе сухалаймастпăр. Çĕре тислĕкпе çемçетсе, минераллă удобренисем хывса тăпра пулăхне ỹстерейместпĕр. Ял çыннисене усă курма çирĕплетсе панă хăш-пĕр çĕр лаптăкĕсем те пăрахăçа тухса пыраççĕ. Тĕслĕх шыраса аякка каймалла мар: Шăмăршă ял тăрăхĕн территорийĕнчех акăнман çĕр лаптăкĕсем 40-е яхăн. Çав çĕр çинче çум курăк ашкăрса ỹсет, вăррисене йĕри-тавра сапалать. Кахал çынсене штраф тỹлеттерни те пулăшаймасть. Çĕр çинче ĕçлеме ачаран хăнăхманнисене йĕркене вĕрентме çăмăл мар. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çĕре юхăнтаракансене пуçран шăлса каçарни те вăрттăнлăх мар. Пушă выртакан, усă курман лаптăксем çулсерен ỹсеççĕ. Çамрăксем çĕр çинче ĕçлесшĕнех мар. Ваттисем алла кĕреçе-кĕрепле тытайми пулса пыраççĕ, çамрăк ăру вĕсенчен эстафета йышăнма килĕшмест. Яш-кĕрĕм çĕртен ютшăннă, пĕтĕм ырлăха такам турилкке çине хурса кỹрсе парасса кĕтет. Халлĕхе вĕсене ашшĕ-амăшĕ _ пенсионерсем тăрантараççĕ-ха. Малашне мĕнле пурăнĕç? Çĕре юратмасан, çĕр çинче тар тăкмасан, выçлăх мĕнне те курма пултарĕç. Ун пек ан пултăр та-ха, анчах ĕç тĕлне пĕлмен çамрăксем нумай пулни шухăша яратех. Ĕç воспитанине шкул саки çинченех пуçламалла, тетпĕр яланах. Анчах районти миçе шкул хăйĕн столовăйĕ валли çителĕклĕ чухлĕ çĕр улми, пахча-çимĕç туса илет-ха? Шкулсем çумĕнче пĕчĕк фермăсем йĕркелесси те манăçа тухрĕ, кролик те пулин усрама пăрахрĕç. Çĕр илсе ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме, утă акса тума шкулсене паян никам та чармасть. Ĕçлес темен директорсем çĕр тĕрлĕ сăлтав тупма тăрăшаççĕ: тухника валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем çук, имĕш, çав вăхăтрах лаша усрама та "май тупаймаççĕ". Ачасене компьютерпа ĕçлеме вĕрентни лайăх-ха, анчах çĕре юратма, çĕр çинче тăрăшма та вĕрентесчĕ. Компьютерпа тем пек лайăх ĕçлесен те, хырăм выçать, алла çăкăр патне тăсатпăр. Хамăр çĕрсене пушă вырттарсан, малашне Америка е Китай çăкăрне туянма тивмĕ-ши? Каçарĕ-ши пире çакăншăн, çĕр-анне?



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2006
00:00
Поделиться