Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет

"Лыжня России" ятпа иртекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ кăçал Раççейре февралĕн 5-мĕшĕнче 46 хулара старт илет. Ăмăртура, палăртнă тăрăх, 400 пин ытла спортсмен пулмалла. Кашни хутшăнакан йĕлтĕрçĕсене çулсене кура пайласа 3 км, 5 км тата 10 км таран чуптараççĕ. Çавăн пекех 2006 м VIP старт та пулать. Пирĕн республикăра "Лыжня России" ăмăртăвне Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче йĕркелеççĕ. Çак хуласенче иртекен ăмăртăва Чăваш Республикинчи хуласемпе ялсенчи 25 пин ытла йĕлтĕр спортне кăмăллакан ачасем, çамрăксем, ваттисем хутшăнĕç. Унчен вара "Лыжня чĕнет" ятпа вырăнсенче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсем иртмелле. Старта кăмăл тăвакансем пурте тухма пултараççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла "Лыжня России" ăмăрту икĕ тапхăрпа пулать. Иккĕмĕш тапхăрне, февралĕн 12-мĕшĕнче, Мускав облаçĕнчи Яхрома хулинче йĕркелеççĕ. Унта пĕрремĕш этапра малти виçĕ вырăна йышăннă спортсменсем хутшăнĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2006
00:00
Поделиться