ЧЕРККЕ АН ТЫТ, ВОДИТЕЛЬ
Кунĕпе руль умĕнче ларакан водительсене питĕ шеллетĕп. Куç хупмасăр тенĕ пек вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлакан çул çине тинкерсе пыраççĕ. Каç енне ывăнсах çитеççĕ паллах. Хăшĕсем инçе çула лайăх кайса килнине, машинăна гаража лартмасăрах, "çума" çывăхри кафене е бара кĕрсе лараççĕ. Пĕччен чухне апла тумаççĕ-ха ĕнтĕ вĕсем. Юлташпа пĕрле вара ăнăçлă кун вĕçленнине эрех ĕçсе палăртасси тепререн пĕрре пулкалатех. Сĕтел хушшине ларнă самантра кил çинчен те, мăшăрпа ачасем çинчен те манса каятăн. Кĕске вăхăтлăх кану сисмесĕрех вăрăма тăсăлать. Çавăнпа асăма тахçан каланă водитель сăмахĕ аса килчĕ: "Мĕншĕн кафесене, барсене, столовăйсене кĕнĕ вырăнсенче: "Водитель, ан ман! Сана килте мăшăрупа ачусем кĕтеççĕ!" _ тесе çырса çапмаççĕ-ши?" Çак сăмахсене вуласан, руль умĕнче ларакан çын пуçĕ тавра шухăшласа пăхатех пулĕ. Эрех ĕçнĕ хыççăн машинăна чуптаракан çынран тем те кĕтме пулать-çке. Çул çинчи инкек-синкек сăлтавне те, нумай чухне ỹсĕр çынсемпе çыхăннине палăртаççĕ. Пĕрре водитель хăй шар курать, тепре килĕнчисене хуйхăртать... Енчен те ывăннине кăштах эрех-сăра ĕçсе, юлташсемпе калаçса ирттерес кăмăл пулсан, водителĕн малтан автотранспортне гаража лартмалла. Кайран вара ним шикленмесĕрех канма юрать.