Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçмелли паха шыв кашни киле çитĕ

"Эпир кăçал бюджетран 500 миллион тенкĕ уйăрса тата çитес çул 1 миллиард тенкĕ ытла уйăрма палăртса Чăваш Енре пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçлама тытăнтăмăр. Республика укçи-тенкипе паха шыва унпа усă куракансем патне илсе çитеретпĕр, муниципалитетсен вара шыв сечĕсене йышăнмалла", - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Ĕçмелли паха шыв ыйтăвĕ уйрăмах Патирек ялĕнче çивĕч тăрать. Çавăнпа та эпир Президент каланине чунтан ырласа йышăнтăмăр. Турă сывлăх патăрах Сире, Николай Васильевич, ырă ĕмĕтĕр-тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме!



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2006
00:00
Поделиться