Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇĔНЧЕ ТЕ ПИТ МАТТУР, ЮРЛАМА ТА ТАЛАНТ ПУР

ИЛЕМЛĔ вырăнта ларать Васан ялĕ. Ялăн пĕр енĕпе пысăках мар çырма тỹлеккĕн юхса выртать. Инçех те мар хура вăрман кашласа ларать. Тỹп-тỹрĕ те вăрăм урамĕсем мĕнешкел хитре! Вĕсенчен пĕри вăл _ Анаткас. Шăпах çакăнта 1946 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Дария Григорьевна Якушова (хĕр чухнехи хушамачĕ _ Еремеева). Ашшĕпе амăшĕ ялта хисеплĕ çынсем шутланнă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр хура çĕр çинче тертленнĕ. Çичĕ ача çуратса ỹстернĕ вĕсем, Даша вара иккĕмĕш хĕрĕ пулнă. Даша, туслă та йышлă çемьере çитĕннĕскер, ашшĕ-амăшĕ пек ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ. Хура çăкăр сĕтел çине ахаль пырса выртманнине чунĕпе ăнланнă. Выльăх-чĕрлĕхне те пăхнă, амăшĕпе колхоз ĕçне те çỹренĕ, шăллĕсемпе йăмăкĕсене те сăнасах тăнă. Çиччĕ тултарсан Васанти çичĕ класлă шкулта вĕренме пуçланă Даша. Тăрăшса вĕреннĕ. Класс тулашĕнчи ĕçсене те хастар хутшăннă. Çамрăк учительница, Дария Алексеевна Кузьмина шкулта драма кружокне ертсе пынă. Даша та, юрлама, ташлама юратаканскер, çак кружока хаваспах çỹренĕ. Каçсерен клубра спектакльсемпе концертсем лартнă çĕре хутшăннă, тĕрлĕ ялсенче çỹренĕ. Култармалли рольсене питĕ ăста вылянă, чăн-чăн артистка тейĕн. Питĕ лайăх юрланă. Кунсăр пуçне ташă ăсти те пулнă. Çуллахи вăхăтра тăван колхозра тăрăшнă. Хирте амăшĕ тырă вырнă чухне кĕлтесене купаласа пынă, кайран молотилка патне сĕтĕрнĕ. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕне кỹлсе вăрмана çỹренĕ. Шывлă кỹлĕсене кĕрсе кайса хăва мăкĕ тата шур мăк кăларнă. Милĕк, шăпăр каснă, Упи пасарне кайса сутнă, укçа тунă. 7 класс пĕтерсен Даша ĕне фермине ĕçĕ кĕнĕ. Кунта вăл ăратлă ĕнесене пăхнă. Çамрăк хĕр пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă: икĕ витрепе шыв йăтнă, шăварнă, чĕкĕнтĕр турттарнă. 15 ĕне сунă вăл. Лайăх çитернипе унăн ĕнисем яланах сĕт нумай антарнă. Ĕçре ăна юлташĕсем _ Клавдия Евграфовапа Зоя Егорова хавахалантарса пынă, йывăрлăха çĕнтерме вĕрентнĕ. Тăватă çул ĕçлесен, сысна фермине куçнă. Кунта та Даша яваплăха туйса ĕçленĕ. Сыснасене пахалăхлă апат çитернĕ, патшалăха планран ирттерсе аш-какай сутма пулăшнă. Часах пĕве çитнĕ хитре хĕр ялти маттур йĕкĕте Валентина Якушова юратса пăрахнă. Каччи ăста вăйçă, ĕçчен тракторист пулнă. 5 çул çỹресен икĕ юратуллă чĕре çемье çавăрнă. Даша ялти медпунктра санитаркăра ĕçлеме пуçланă. Кунта та ĕçĕ питĕ нумай пулнă. Анчах та, пĕчĕкрен йывăр ĕçре пиçĕхнĕрен, Даша пуçне усман. Акă мĕнле аса илет вăл çак вăхăта: _ Медпункт икĕ пỹлĕмлĕччĕ. Кашни кунах урайне хăйăрпа çăваттăмччĕ. Тасалăхпа çиçекен çуртра ĕçлеме те кăмăллăччĕ. Нина Григорьевна фельдшерица, медпункт заведующийĕ, мана яланах мухтатчĕ. Ун чухне эмелсене те хамăрах пылчăклă çулпа Шăмăршăран кутамккапа йăтса килеттĕмĕр. Ĕç хыççăн медпунктра ĕçлекенсем лаша кỹлсе вăрмана вутта каяттăмăр. Кайран касса ваклаттăмăр, шаршăнсем туса хураттăмăр. Каланкка хутма витрепе мĕн чухлĕ çĕр кăмрăкĕ йăтман-ши! Çапла, вĕри чĕреллĕ Даша нихăçан та ĕçрен хăраман. Кỹршĕллĕ пурăннăран, Нина Григорьевна фельдшерица каçхине Дашана яланах чирлисем патне илсе çỹренĕ, ăна хăй хĕрĕ вырăнне хурса хисепленĕ. Даша обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă, ялти художество пултарулăхĕн коллективĕн хастар членĕ пулнă. Çамрăкранах ташлама, юрлама ăстаскер, ялти Культура çуртне çỹреме те вăхăт тупнă. Кашни çулах смотр-отчет программине Даша юрланă, ташланă номерсене кĕртнĕ. Çулсеренех районти, республикăри акатуйсенче хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Кунсăр пуçне Мускавра, Кировра, Самарăра тата ытти хуласенче Якушовсен çемье ансамблĕ чăваш халăх юррисене шăрантарнă. Ĕçчен çынна хисепĕ те пур. Ăна темиçе хутчен те Хисеп грамотисем парса чысланă. Çак хисепе Даша çĕре ỹкермен, тата хастартарах пулма тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех санитаркăра вăй хунă. Халĕ те Дария Григорьевна килте ларма пултараймасть. Çамрăксем пекех вăр-варскер, ял администрацийĕнче техничкăра вăй хурать. Çемье тивĕçне те Дария Григорьевна чыслăн пурнăçланă. Юратнă мăшăрĕпе, Валентинпа, 3 ача çуратса ỹстернĕ. Вĕсем пурте _ ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ. Кашниех пурнăçри вырăнĕсене тупнă, çемьеллĕ, хăйсен ачисене çитĕнтереççĕ. Асли, Виктор, ăста строитель. Хĕрĕ, Галя, институт пĕтернĕскер, перекет банкĕнче ĕçлет, иккĕшĕ те Шупашкарта пурăнаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ, Саша, Шăмăршăра СТОра ĕçлет. Якушовсем пысăк та илемлĕ чул çуртра пурăнаççĕ. Пỹртĕнче ăшă: "кăвак çулăм" çунать. Канмалли кунсенче, уявсенче Якушовсен çемйи ача-пăча сассипе янăраса тăрать. Çакă мар-и вăл Турă панă телей! Кăрлачăн 20-мĕшĕнче те кунта хăна-вĕрле нумай пулчĕ. Дария Григорьевна 60 çул тултарчĕ. Ачисем, çывăх тăванĕсем, ĕçтешĕсем, кỹрши-аршисем ăна чĕререн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунчĕç. Яланах çамрăк пул, пит-куçунта савăнăç хĕвелĕ çиçтĕр, хисеплĕ Дария Григорьевна!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2006
00:00
Поделиться