Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял валли - кадрсем

Раççей Президенчĕ В.В.Путин кăларса тăратнă "Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ" Наци проектне пурнăçлама чи малтан ялта пуçаруллă та ăста кадрсем кирлĕ. Ку енĕпе пирĕн республикăра чылай пысăк ĕç туса ирттереççĕ. ЧР Президенчĕн "Ялти производство сферине ертсе пыракан кадрсемпе çирĕплетме патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшллĕн ял валли кадрсем суйласа илме ятарласа Правительство комиссийĕ туса хунă. Вăл пĕлтĕр конкурс ирттерсе ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем пулма 15 кандидата суйласа илнĕ. Кашни кандидат хăйсен ял хуçалăх кооперативне е фермер хуçалăхне çитес пилĕк çул хушшинче аталанатармалли бизнес-проектсем туса хатĕрленĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче ирттернĕ ларура комисси пирĕн районти "Исток" ООО ертỹçи Ю.А.Старшов хатĕрленĕ бизнес-проекта ырланă, ăна ял хуçалăх производствин сферине ертсе пыма сĕннĕ. Унччен маларах Ял хуçалăх министерстви конкурсра çĕнтернĕ "Пасна" тата "Миха" фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе А.И.Сатеевпа тата Г.М.Егоровапа производство сферинче ĕçлеме килĕшỹ тунăччĕ. Вĕсене ĕçе вырнаçма тата хуçалăхра тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса хума патшалăх пысăк пулăшу парать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 января 2006
00:00
Поделиться