Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Курас марччĕ намăсне, тирпейлесчĕ пỹрт умне

Районти ялсенче пурăнакансем хăйсен килурт таврашĕсене тирпейлĕ тытманнине рейда тухнисем сахал мар протокол çырни ĕнентерсе парать. Пĕрмаях хамăр пурăнакан кĕтесе тирпейлĕ тытмалла тесе асăрхаттарса тăнине те хăлхана чикместпĕр. Нумайăшĕ кил-çурт таврашне тирпейре тытса ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать, анчах теприсем вара аллисене çеç сулаççĕ. Паллах, вутă кỹрсе тăкасси те, стройматериалсем туянасси те пулать. Тỹрех пуçтарса, тирпейлесе те ĕлкĕреймен вăхăт та çакланать. Каярах вара умра тăсăлса выртакан вутă-шанкăна татса-çурса пуçтарса кĕртмеллех. Кил-çурт умĕнче выртакан ăпăр-тапăршăн "çỹлте" ларакансем килсен пуçран шăлса ачашласа хăвармаççех. Çавăнпа та çынпа пăсăличчен, килсе асăрхаттариччен кĕтсе тăмалла мар. Çакна та асăнса хăвармалла, енчен те эсир стройка тăвасшăн пулсан, кил умĕнче стройматериалсем тытма, усрама ыйтса ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен ирĕк илмелле. Ун чухне сире никам та нимĕн те калаймĕ. Апла пулсан та тирпей-илем хăмăршăнах кирлине пурин те шута илмелле. Ахалех саккуна пăсса комисси членĕсем умне кĕрсе пите пĕçермелле ан пултăрччĕ, "ЧР административлă право йĕркине пăсни" саккунăн 10-мĕш статйине хирĕçлес марччĕ. Юлашки çулсенче уйрăм хуçалăхсем умĕнче тĕрлĕрен техника та нумай ларма пуçларĕ. Çакă та ЧР саккунĕн 11-мĕш статйипе килĕшсе тăмасть. Куншăн та транспорт хуçине 200-500 тенкĕ чухлĕ штрафлама пултараççĕ. Пурте ăнланатпăр, ял халăхĕ выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнаймасть. Килĕрен тенĕ пекех йытă та пур. Анчах темшĕн çынсем йыттисене сăнчăрта тытмалли пирки манса каяççĕ. Çỹреççĕ вара "туссем" урам тăрăх лапăстатса, иртен-çỹрен çынсене те сехĕрлентереççĕ. Чăваш Республикин административлă право йĕрки çинчен калакан саккунăн 15-мĕш статйинче шăпах выльăх-чĕрлĕхе, йытăсене ирĕкре, хуçасăр çỹретнĕшĕн айăпласси пирки çырнă. Саккуна пăхăнмасан кĕсьерен самаях пысăк штраф (500-1000 тенкĕ) укçи кăларса хума тивет. Район администрацийĕ çумĕнчи адмкомисси кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕнче "ЧР административлă право йĕркине пăсни" саккунăн 10-мĕш стат-йипе 18 ĕç пăхса тухрĕ. "Хура списока" кĕнисем, пурте тенĕ пекех, çитменлĕхсене пĕтерме сăмах пачĕç, хăшĕсем вара кунта чĕнтеричченех хăйсен йăнăшĕсене тỹрлетнĕ. Çак ларурах çемьере "йĕрке" тума пуçланă "паттăрсен" ĕçĕсене те тишкерчĕç. Пилĕк çын çине ЧР административлă айăплав саккунĕн 19-мĕш статйипе килĕшỹллĕн йĕрке хуралçисем протокол çырнă пулнă. Тем çитменрен харкашмалли тупаççĕ çемьесенче. Ытлашширех эрех-ханшине ĕçсе лартнă хыççăн лăпкăн çеç кĕрсе выртса çывăрас вырăнне килте шăв-шав çĕклеççĕ, алă айне кам çакланать - ватă-и, ача-и _ нихăшне те тиркемеççĕ: çапаççĕ, хĕнеççĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕ çине алă çĕкленĕ тĕслĕхсем пулнă пирки те сас-хура çĕкленме пуçларĕ. Питĕ шел.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 января 2006
00:00
Поделиться