Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Фермăсем мĕнле ĕçленĕ?

2005 çулта районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем мĕнле ĕçленине тишкерсе тухсан, "Искра" СХПКри ỹсĕмсем пысăкраххи курăнать. Патирексем çулталăкра усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 48,2 центнер аш, 303,9 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕтĕмпе вара 64,3 тонна аш (108 проц.), 389 тонна сĕт (116 проц.) туса илнĕ, кашни ĕнерен 2576 килограмм (124 проц.) сĕт сунă. Хуçалăхра самăртакан ушкăнри ĕне выльăхсем талăкра вăтамран 387-шер, сыснасем 115-шер грамм ỹт хушса пынă. "Искра" кооперативра хальхи вăхăтра 269 пуç ĕне выльăх, 244 пуç сысна усраççĕ. Районти ферма ĕçченĕсен ăмăртăвĕнче "Восход" кооперативри ĕне выльăх самăртакан Александр Козлов малта пырать. Вăл иртнĕ çул 55 пуç ĕне выльăх самăртса панă, кашни выльăха талăкра вăтамран 760-шар грамм ỹт хуштарса пынă. "Карлинская" Агрофирма" ЗАОри Нина Ильина сысна пăхаканăн ĕç кăтартăвĕсем те начар мар. Нина Анатольевна 50 пуç сысна самăртнă, кашни выльăха талăкра вăтамран 318-шар грамм ỹт хуштарнă. "Искра" СХПКри Небиулла Альда утарçă 2005 çулта пурĕ 431 килограмм пыл туса илнĕ. Кашни вĕлле çемйи пуçне 10,5 килограмм тивет. Н. ВАЗАНОВ. Чăваш чĕлхи эрни Чукалти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта чăваш чĕлхи эрни пулса иртрĕ. Тĕрлĕрен викторинăсемпе конкурссене вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç, хăйсем тăван чĕлхене начар мар пĕлнине кăтартса пачĕç. Ачасем иллюстрацисем хатĕрлерĕç, сочиненисем, калавсемпе сăвăсем çырчĕç. Жюри чи лайăххисене те палăртрĕ. Çамрăк художниксен хушшинче, сăмахран, Света Симурзина (9 класс), Наташа Улюкова (10 класс), Анна Заказова (5 класс) палăрчĕç. Вĕсен ĕçĕсем пуринчен те ăнăçлăрах пулса тухнă. Хамăр шкултах калав çырма пултаракансем пурри те савăнтарать. Çак конкурсра Елена Долгова палăрчĕ. Сăвăçсен конкурсĕнче вара улттăмĕш класра вĕренекен Миша Андреев çĕнтерчĕ. Унăн "Мой близкий рай _ Чувашский край" сăвви хăйне майлă, асра юлмалла пулса тухнă. Чăваш чĕлхи олимпиади те интереслĕ иртрĕ. Унта Лена Долгова (11 класс), Оля Угарина (8 класс), Наташа Улюкова (10 класс) çĕнтерчĕç. "Çăлтăр сехечĕ" конкурсра вара саккăрмĕш класра вĕренекен Алина Угаринапа Оксана Харитонова чи пултаруллисем пулчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 января 2006
00:00
Поделиться