Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чукалти вăтам шкул

 Хăнăхма часах Рекламăсене ĕненес пулсан, хăш-пĕр препаратпа çын хăй сисмесĕрех алкоголизмран сывалма пултарать иккен. Чăнахах çавăн пек-ши? Редакцие килнĕ çыруран. Алкоголизм _ шала кайса, вăйланса пыракан чир. Унпа чирлесен çын эрехсĕр пурăнайми пулса çитет, унăн психики улшăнать, шалти органĕсен ĕçĕ пăсăлать. Çавăнпа та ку чире вăрахчен, темиçе тапхăрпа сиплемелле. Медикаментсемпе çеç мар, психотерапи меслечĕпе те усă курмалла. Пациентăн урă пурăнас шухăшĕ пур-и, сипленмешкĕн кăмăл çирĕплĕхĕ çитет-и _ результат пĕтĕмпех хăйĕнчен килет. Чирлĕ çын сывалас тесе тĕллев лартмасан, çакăншăн çине тăмасан, темĕнле витĕмлĕ препарат та усă кỹмест. Акă ман пата пĕр хĕрарăм килчĕ. "Манăн пурнăçра питĕ йывăр вăхăт çитрĕ. Упăшкана çухатрăм. Пурăнас та килмест хăш чухне. "Ĕç, кăштах çăмăлланать", - терĕç мана. Чăнах та, çăмăлрах пек. Анчах хăнăхсах каймăп-ши?" _ тет виçĕ ача амăшĕ. Кулленхи пурнăç чăрмавĕсенчен, йывăр шухăшсенчен тармалли чи çăмăл çул _ ĕç те вырт. Кăмăл пăлханнă, чун ыратнă чух эрехпе ăша пусарма пулĕ-ха. Анчах кайран мĕн пулассине чухлать-ши хĕрарăм? Эрех пулăшнипе йывăр шухăшсенчен хăтăлнă çын тепринче те çак меслет хăйне усă кỹрессе шанса тăрать, хăй сисме-сĕрех мĕн пур йывăрлăха, шухăша эрехпе сирме хăнăхать. Алкоголизмпа чирлисене тĕпчени çакна кăтартса парать: чирлисен 30-60 проценчĕ стреса сирес тесе черкке тытнă, хăнăхса кайнă. Çак чире хăнăхас хăрушлăх хĕрарăмсен уйрăмах пысăк. Темле йывăр пулсан та, хисеплĕ хĕрарăмсем, алла черкке тытма ан васкăр. Ачăрсемпе савăнăр, вĕсемшĕн пурăнăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 января 2006
00:00
Поделиться