Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯЛ ХУÇАЛĂХНЕ АТАЛАНТАРАССИ ФЕРМЕРТАН НУМАЙ КИЛЕТ

"Ял хуçалăхне, ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансене пулăшасси пирĕн аталану Стратегийĕнче тĕп вырăнта пулнă, малашне те çаплах пулĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ "Агропромышленноç комплексне аталантарасси" Наци проектĕнче малашлăх валли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăрт аталантармалли, хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисен аталанăвне хавхалантармалли мерăсем палăртнă. Асăннă çул-йĕрсем вырăнти çĕнĕ хăй тытăмлăх органĕсен пайăр тĕллевĕсемпе тата полномочийĕсемпе пĕр килеççĕ", - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Ял хуçалăхĕнчи Наци проектне пурнăçа кĕртесси фермер хуçалăхĕсемпе килти хушма хуçалăхсенчен питĕ нумай килет. Ахальтен мар ĕнтĕ район администрацийĕнче ку тĕлĕшпе ятарлă фонд йĕркеленĕ. Пирĕн корреспондент Шăмăршă районĕнчи ял хуçалăх аталанăвне пулăшакан фонд директорĕпе Н.В.ЕГОРОПА тĕл пулса калаçнă.

_ Пирĕн тĕп тивĕç, - тенĕ Н.В.Егоров, _ хресченсене тĕрев парасси, вĕсене рынок условийĕсене хăнăхма пулăшасси. Вырăнсенче пĕрлешỹсемпе фермер хуçалăхĕсене çеç мар, уйрăм çынсен хуçалăхĕсене те ял хуçалăх продукцине туянассине йĕркелесе, çăмăллăхлă вăхăтлăх кредитсем илме, ăратлă выльăх, элита вăрлăх тата техника туянма кредит илмешкĕн пулăшмалла.

_ Николай Васильевич, районта фермер хуçалăхĕсен йышĕ аллă саккăра та çитрĕ. Мĕнле кăтартусемпе вĕçлерĕç-ха фермерсем 2005 çула?

_ Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсемпе танлаштарсан, фермер хуçалăхĕсен ĕç кăтартăвĕсем чылай лайăхрах. Кĕрхи тулă, сăмахран, гектар пуçне 27-шер, çурхи тулă _ 28,4, урпа _ 26,4, сĕлĕ _ 22,8, çĕр улми _ 207,7, сахăр чĕкĕнтĕрĕ _ 189, пахча-çимĕç _ 392, пĕр çул ỹсекен курăксен утине _ 20, нумай çул ỹсекен курăксен утине 24,8 центнер пуçтарса кĕртнĕ. "Пасна" фермер хуçалăхĕ (А.Сатеев) гектар пуçне 27 центнер кĕрхи тулă, "Карла" фермер хуçалăхĕ (Г.Макаров) 39,7 центнер тулă, 39,8 центнер урпа, 241 центнер çĕр улми, "Пулмантăш" фермер хуçалăхĕ (В.Симурзин) 26,8 центнер çурхи тулă, "Шакур" фермер хуçалăхĕ (С.Симурзин) 200 центнер çĕр улми, "Мир" фермер хуçалăхĕ (Ф.Рахматуллов) 200 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илнĕ. "Миха" фермер хуçалăхĕ (Г. Егорова) 50 пуç ĕне выльăх, 80 пуç сысна усрать. 2005 çулта хуçалăх 6,8 тонна аш, 51,60 тонна сĕт туса илнĕ. "Карла" фермер хуçалăхĕ (Г.Макаров) хăй кăна 390 тонна çĕр улми, 4 тонна сĕт сутнă. Çакăн пек тĕслĕхсем тата та илсе кăтартма пулать.

 _ Пурте фермер пулаймаççĕ вĕт-ха, килти хуçалăхсем еплерех аталанаççĕ?

_ Патирекри Р.Севрюгин хуçалăхĕ 1,2 тонна аш, 7 тонна сĕт, 5 тонна çĕр улми туса илнĕ. Пуянкассинчи Б.Калашников та килти хуçалăхĕнче 1,8 тонна аш, 3,5 тонна сĕт, 5 тонна çĕр улми туса илме пултарнă. Радик Петровичăн çемйи 18 пуç, Борис Васильевичăн çемйи 26 пуç сысна усраççĕ. Анат Чаткасри Н.Зыков 3 пуç, В.Угасин 4 пуç, Палтиелĕнчи Н.Вахитов 4 пуç ĕне выльăх усраççĕ, Васанти А.Тимофеева сыснасен йышне 17 пуçа çитернĕ. Н.Вахитов хăйĕн хуçалăхĕнчен пĕлтĕр 7 тонна, Н. Зыков _ 5,7, В.Угасин 5,4 тонна сĕт сутнă.

_ Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене те кредит пама пуçлаççĕ. Кредит илнин усси пур-ши?

 _ Паян кашни ял çыннин 300 пин тенкĕ таран кредит ресурсĕсем илмелли майсем пур, патшалăх вара туллин, 100 проценчĕпех, процент виçине рефинансированин тулли виçине субсидилет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çакăн çинчен халăха ăнлантарса памалла. Патшалăх ял хуçалăх производствине хушма финанс ресурсĕсемпе пулăшма хатĕр, анчах вырăнсенче çине тăрса ĕçлемелле. Çавăн чухне ял тăрăхĕн бюджечĕ те малалла вăй илĕ. Уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене тĕрев парасси, фермерсене пулăшасси вырăнти влаçăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2006
00:00
Поделиться