Вăл лартнă йăмрасем
Падиаровсен авалхи йăхĕ _ Виçпỹрт Шăмăршăра чи хисеплисен шутĕнче. Çак ратнери çынсем ĕçе юратнипе, тирпейлĕхпе, ачисене тивĕçлĕ воспитани панипе палăрса тăраççĕ. Виçпỹрт Шăмăршăна килмессерен эпĕ Павел Андреевич Падиаровпа тĕл пулса калаçма тăрăшатăп. Ял историйĕпе хисеплĕ çынсем çинчен мĕн кăна пĕлмест-ши вăл? Чăваш халăх писателĕпе Илпек Микулайĕпе туслă пурăнни, "Хура çăкăр" романти сăнарсем ял çыннисем пулни çинчен сехечĕ-сехечĕпех каласа пама пултарать. Чапа тухнă колхоз председетельне В.П.Кошкина аса илнине итлеме те интереслĕ.
_ Павел Андреевич, хăвăрăн пурнăçăр çинчен каласа парăр-ха, - терĕм эпĕ хальхинче тах-çанхи пĕлĕшĕме.
_ Итлессỹ килет пулсан _ калатăп, _ йăл! кулса илчĕ П.А.Падиаров. _ Пурнăçăмра нушине нумай куртăм пулин те, ыррине, лайăххине асрах тытатăп.
П.А.Падиаров 1931 çулхи январĕн 16-мĕшĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Панькки вуннăра чухне ашшĕ йывăр чирлесе пурнăçран уйрăлса кайнă. Амăшĕн алли çине ултă ача тăрса юлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем... Çав тапхăрти кашни кун вăрçă ачисен асĕнче нихçан тỹрленми суран пек юлнă. Вуннăри-вун пĕрти ачасем колхоз хирĕнче ĕçленĕ, лаша е вăкăр кỹлсе утă-улăм, тырă турттарнă. Çичĕ класс пĕтерсен Панькки юлташĕсемпе пĕрле чăн-чăн колхозник пулса тăнă, ĕç кунĕ ытларах тăвассишĕн ăмăртнă. Аслă Çĕнтерỹ тунă хыççăн, вăрçă вучĕ сỹнсен тин пурнăç кăштах лайăхланма тытăннă. Хăш-пĕр çамрăксем малалла вĕренме кайнă. Панькки те тем пек вĕренесшĕн пулнă, анчах амăшне йывăрлăхра мĕнле пăрахса хăварăн-ха? П.Падиарова вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн медальпе наградăланă. Çак наградăна ун кăкăрĕ çине парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.И.Дубов (Улатăр вырăсĕ) хăй çакса янă. 1948 çулта Виçпỹрт Шăмăршăри "Правда" колхоз (председателĕ В.П.Кошкин) таврара çук пуян тыр-пул çитĕнтерсе пуçтарса кĕртнĕ. Колхозниксене ĕç кунĕ пуçне тăватшар килограмм тырă уйăрса панă. Çул çитсен, П.Падиарова салтака илнĕ. Çарта тăватă çула яхăн пулнă хыççăн, чăваш каччи каллех тăван колхозра ĕçлеме пуçăннă. Ĕнерхи салтака Канашри механизаторсем хатĕрлекен шкула вĕренме янă. Çавăн пекех П.Падиаров комбайнерсен курсĕнчен те вĕренсе тухнă, вырмара И.А.Муравьев комбайнерăн пулăшаканĕ пулнă. Çав çулах П.Падиаров Канашри механизаторсем хатĕрлекен шкулта трактор бригадин бригадирĕ пулма вĕреннĕ. Канашран таврăнсанах ăна МТС ертỹçисем Карапай Шăмăршăри Киров ячĕллĕ колхоза янă. Кунта вăл тăватă çула яхăн техника хуçи пулнă. Шăпа каллех тăван яла илсе çитернĕ _ 1957 çулхи июнь уйăхĕнче Панькки хăйсен ялĕнчи чипер хĕрпе Луиза Яковлевапа мăшăрланнă. Чунтан килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса Падиаровсем пилĕк ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ялта çурт-йĕрсем нумай лартма пуçланă май, П.Падиарова колхоз правленийĕ Сĕнтĕрвăрринчи строитель мастерĕсем хатĕрлекен шкула вĕренме янă. Çак специальноçа илсен Павел Андреевич строительсен бригадине йĕркелет, колхозра çĕнĕ витесемпе кĕлетсем çĕклеме тỹрремĕнех хутшăнать. Тăпра эрозийĕпе кĕрешессине вăйлатасси çинчен постановлени тухсан, П.Падиарова çак пысăк яваплă ĕçе пурнăçлама шанаççĕ. Павел Андреевич ертсе пыракан звено çĕршер тĕп йывăç лартать, ишĕлекен çырма çатрасенче çатан пĕвесем тăвать. Ялта икĕ пысăк пĕве куç пек тулли шывпа савăнтарма пуçлать. Павел Андреевич лартнă йывăçсем çул хĕррисене, çырма-çатрасене, ял урамĕсене илем кỹреççĕ. Çакă вăл _ çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕ ĕмĕр асăнмалăх лартнă ешĕл палăк. Павел Андреевича, нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн, "Правда" колхозăн хисеплĕ колхозникĕ" тата "Ĕç ветеранĕ" ятсене панă. 75 çул тултарать çитес тунти кун П.А.Падиаров. Çулĕсем пур пулин те, çăмăл шăм-шаклă-ха вăл, килте ахаль лармасть. Кашни çуркуннех йывăçсемпе тĕмсем лартма хутшăнать, мăшăрĕпе _ Луиза Николаевнапа пĕрле чечексем ĕрчетеççĕ. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр эпир Павел Андреевича. Çавăн пекех ăна 5 ывăлĕпе кинĕсем, 8 мăнукĕ тата мăнукĕн 1 ачи, аппăшĕсемпе йăмăкĕ, çывăх тăванĕсем чĕререн саламлаççĕ. Вăй патăр Сире, Павел Андреевич!