Республика спорт акцине хатĕрленет
КĂÇАЛХИ февралĕн 5-мĕшĕнче иртекен "Раççейĕн йĕлтĕр йĕрĕ çине" ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвакансем пирĕн республикăра халех 20 пин çынран иртнĕ. Вĕсен шучĕ татах пысăкрах пуласси каламасăрах паллă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятине пĕлтĕрхи пекех ăнăçлă ирттерес тĕлĕшпе йĕркелỹ комитечĕ, ăна Чăваш республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пĕлтĕрхи раштавăн 21-мĕшĕнче алă пуснă Хушупа çирĕплетнĕ, _ хĕрỹ ĕçе кỹлĕннĕ. Николай Васильевич хăй ертсе пыракан комитет республикăн Физкультурăпа спорт тата туризм министерствине Федерацин физкультурăпа спорт тата туризм агентстви урлă çак мероприятие йĕркелесе ирттерме укçа-тенкĕ ыйтăвне татса панă та ĕнтĕ. Санатори путевкипе кама тивĕçтереççĕ. Çăмăллăхпа усă курмалли çĕнĕ йĕркене санаторипе курортра сипленессине те кĕртнĕ. Çăмăллăхпа паракан çав путевкăсене камсем тивĕçĕç? Мĕнле документсем кирлĕ пулĕç? Çак ыйтусене хуравлать те паянхи кăларăмра РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи Шăмăршăри представительствин специалист-уполномоченнăйĕ Л.УДОЧКИНА.
_ Санаторипе курорта сипленме каймалли путевкăна кам илме пултарать?
_ Федераци саккунĕн 125-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, çав ирĕке граждансен çак категорийĕсем тивĕçеççĕ: - вăрçă инваличĕсем; - Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннисем; - çар çапăçăвĕн ветеранĕсем; - 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕ таран ултă уйăхран кая мар çар тытăмне кĕмен чаçсемпе учрежденисенче, çар вĕренỹ заведенийĕсенче службăра тăнă чухне СССР орденĕсемпе медалĕсене тивĕçнисем; - "Блокадăллă Ленинградра пурăннă" паллăпа наградăланисем; - Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче сывлăшран тапăннинчен хỹтĕлекен тата вырăнти оборонăсенче пулнисем, фронт çывăхĕнче, тыл чиккинчи оборона сооруженийĕсем, тинĕс-çар базисем, аэродромсем тата ытти çар объекчĕсем тунă çĕрте ĕçленисем, фронт çывăхĕнчи чукун çул тата автоçулсем çинче вăй хунисем, çавăн пекех Аслă Отечествăлла вăрçă пуçламăшĕнче ют çĕршыв порчĕсенче тытса хупнă транспорт флочĕн суднисен экипаж членĕсем; - Аслă Отечествăлла вăрçăра вилнĕ çар çыннисемпе инвалидсен, Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче сывлăшран тапăннинчен хỹтĕлекен вырăнти оборона командисен службăра пуçне хунă çынсен, çавăн пекех блокадăллă Ленинградри госпитальсемпе пульницăсенче ĕçлесе вилнĕ граждансен çемье членĕсем; - инвалидсем; - ача-инвалидсем. Санаторипе курорта сипленме каймалли путевкăна медицина кăтартăвĕпе параççĕ. Ăна илме тивĕçекенĕн федераци регистрне кĕмелле.
_ Путевка илме мĕнле документсем кирлĕ пулĕç?
_ 070Ỹу формăллă справка. Ăна сиплекен врач парать. Вăл ултă уйăха юрăхлă. Ăна илнĕ чухне чăрмав сиксе тухсан хăвăр сипленекен учрежденири клиникăпа эксперт комиссинчен пулăшу ыйтмалла. Çав справкăпа РФ социаллă страховани уйрăмне е социаллă страховани уйрăмне е социаллă хỹтлĕх кỹрекен вырăнти органа каймалла. Унта санаторипе курорта сипленме каймалли направлени çырса парĕç. Санаторипе курорт карттине хăвăр пурăнакан вырăнти сиплев учрежденийĕнчех, справка панă çĕртех, илмелле. Ăна путевка иличчен икĕ уйăх маларах хатĕрлемелле.
_ Ача-инвалид валли путевка илес пулсан мĕнле документсем кирлĕ пулĕç?
_ Путевка илес тесен ача-инвалид ашшĕ-амăшĕн 070Ỹу-85 формăллă справка тăратмалла. Ăна вырăнти поликлиникăри сиплекен врач çырса парать. Санаторипе курорта сипленме каймалли путевка пирки сире тĕплĕнрех РФ социаллă страховани фончĕн уйрăмĕнче каласа парĕç.