Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ылтăн туй" _ пысăк савăнăç

Çак кунсенче Çĕнĕ Шăмăршăри Асхат Усмановичпа Нурсание Велиахметовна Усмановсем пĕр çемьере пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитрĕ. "Ылтăн туй" ячĕпе телейлĕ мăшăра Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Андронов тата Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ, нумай çул хушши Асхат Усмановичпа пĕрле ĕçленĕ И.А.Журавлев, çывăх тăванĕсем чĕререн саламларĕç. А.У.Усманов _ районта паллă çын. 36 çул хушши бригадирта тата управляющи пулса ĕçленĕ. Хастар ĕçшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Асхат Усманович _ Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Унăн мăшăрĕ _ Нурсание Велиахметовна та ĕмĕр тăрш-шĕпех ял хуçалăхĕнче вăй хунă. Усмановсем икĕ ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ватăсем тăватă мăнукĕпе те чĕререн савăнаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2006
00:00
Поделиться