Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасен малашлăхĕшĕн

Самана улшăннăçемĕн общество хăй умне тĕрлĕ ыйту кăларса тăратать. Уйрăмах çакă пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулсене пырса тивет. Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, хальхи вăхăтра вĕренекенсен профориентаци ĕçне пурнăçлас тата дисциплинăна çирĕплетес тĕллевпе ахаль шкулсенчех кадет класĕсем йĕркелеççĕ. Палтиелĕнчи вăтам шкулти вĕрентекенсем те пурнăç таппинчен юлмаççĕ. Педагогсен канашлăвĕнче пурте пĕр саслă пулса 10 "б" класран кадет класне йĕркелеме йышăнчĕç. Хальхи вăхăтра класс (взвод) командирĕ вĕрентекенсене урокра рапорт парасси, яшсемпе хĕрсем ĕçсене уйрăм командăсемпе пурнăçласси йĕркеленсе пырать. Вуннăмăшсем малашне ашшĕ-амăшĕсен шутĕнчен çĕлеттернĕ ятарлă формăпа уроксене çỹрĕç. Вĕренекенсене пуçламăш çар пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе те шкулта тимлĕх уйăраççĕ. Çак кунсенче, акă, кадет класĕ кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Упири 10-класпа пĕрле Чĕмпĕр тăрăхĕнче экскурсире пулчĕ. Заволжски районĕнчи сывлăш-десант çарĕн 31-мĕш штурм дивизийĕнче десантниксен ĕçĕпе паллашрĕç хăнасем. Экскурсантсем 50 метр çỹллĕшĕнчен сикмелли вышкăсене, аманасран ура тупанне хытармалли макетсене, карусель-тренажерсене, самолет макетне курса тĕлĕнчĕç. Тепĕр маршрут çар техникин паркне илсе çитерчĕ. Пулас салтаксем çар техникипе кăсăклансах паллашрĕç. БРДМ-1 бронетранспортерăн çар операцине сăнарĕç (ун снарячĕ 13 çухрăмах ывтăнать иккен), механик-водитель кабинине кĕрсе курчĕç. Çар КамАЗĕсем те илĕртрĕç, паллах. Вĕсем çинче десант парашючĕпе сикмелли оборудовани вырнаçтараççĕ иккен. Хуçланакан АКМС - 74, снайперсен çын çỹллĕшне кура пеме хатĕрлемелли тата танксене, БМП тата БТГ çар транспортне пульăпа шăтаракан "Утес" винтовкăсем вĕренекенсен асĕнче юлĕç. Хăй тĕллĕн граната ывăтакан (6 çухрăм таран!) АГС-43 гранатомет тĕлĕнче вара çамрăксем ытларах чарăнса тăчĕç. Çак орудирен умлă-хыçлă 25 граната (!) тухма пултарать, тĕлленĕ вырăнта çеç, çурт-йĕр урлă вĕçсе, сирпĕнет. Ульяновскри Б.Хмельницкий ячĕллĕ Çар-тыл институтĕнче пулни те хăнасен чĕринче ырă туйăм хăварчĕ. Пулас офицерсен пурнăçне хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç экскурсантсем. Курсантсен хулинче çирĕп йĕрке хуçаланать: ун тулашне III курсчен командирсен ирĕкĕпе çеç кăлараççĕ, аслă курссем çеç общежитире е хваттерте пурăнма пултараççĕ. Пуçласа вĕренекенсем 200 тенкĕ стипенди илеççĕ пулсан, контракт çырнă курсантсем 2000-5000 тенкĕ таран алла укçа илеççĕ, вĕсене тỹлевсĕр апатпа тата тумтирпе тивĕçтереççĕ. Инçе çул çỹрев тĕрлĕ шкулсенчи яшсемпе хĕрсен туслăхне чĕртме пулăшрĕ, профориентаци тĕлĕшĕнчен тавра курăмне анлăлатрĕ. Тен, вăтам шкул хыççăн офицер пулас ĕмĕтлисем Чĕмпĕр тăрăхнех çул тытĕç, _ пурнăç кăтартĕ. ОБЖ предмечĕпе ăс паракан Леонид Анатольевич Стратилатовпа (Палтиел) Василий Николаевич Петров (Упи) _ экскурсие йĕркелекенсем _ çак тĕллев пурнăçланасса чĕререн шанаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 января 2006
00:00
Поделиться